Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров соцсетьре шкул преподавателӗсем 2023 ҫулта шкула тӗпрен юсама пулӑшма ыйтнине аса илтернӗ.
«Шантарнине пурнӑҫларӑмӑр - ҫурта йӗркене кӗртрӗмӗр. Питӗ лайӑх шкул, чи кирли вара, кунта ачасем нумай – 500 ытла ҫын фортепиано, вӗрсе каламалли тата халӑх инструменчӗсемпе выляма вӗренет, хореографипе тата сӑнарлӑ ӳнерпе аппаланать», – ҫырнӑ регион ертӳҫи.
Радий Хабиров ҫавӑн пекех республика кашни ҫул ҫакӑн пек пӗр-икӗ объекта та пулин юсама тӑрӑшнине палӑртнă. 2026 ҫулхи планра – Верхние Кигире ӳнер шкулне тӑвасси – унта ӑна питӗ кӗтеҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировӑн социаллă сечӗсем.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-01-24/radiy-habirov-posetil-obnovlennuyu-detskuyu-shkolu-iskusstv-v-yanaule-4549138