Культура анлӑшӗнче сасӑ студийӗ, DJ-шкул уҫӑлнӑ, концерт сцени пур, кунта вокал, гитара, фортепиано тата параппан енӗпе курссем ирттереҫҫӗ.
Февралӗн 4-мӗшӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Уфари «Квартирник» музыка уҫлӑхне тата культура центрне пӑхса ҫаврӑннă.
Проекта никӗслекенӗ Владимир Соловьев тата музыка директорӗ Диана Каримова уҫлӑхра сасӑ студийӗ, DJ-шкул уҫнине, концерт сцени пуррине каласа кӑтартнӑ. Кунта вокал, гитара, фортепиано тата параппан енӗпе курссем ирттереҫҫӗ — пурте музыкӑпа пурӑнакансем валли.
Регион пуҫлӑхӗ винилотекӑпа этнокомнатӑна пӑхса ҫаврӑннă, унта авалхи инструментсем хальхи аранжировкӑсенче чӗрӗлеҫҫӗ, йӑла-йӗркепе ҫӗнӗ янӑрава пӗрлештереҫҫӗ.
Владимир Соловьев малтанах кунта ахаль музыка шкулӗ йӗркелеме палӑртнине, кайран пӗр-пӗр культура центрӗ тума йышӑннине палӑртнă. «Квартирник» музыка шкулне паян 100 ытла вӗренекен çÿрет. Кунта тӗрлӗ винил, поэзи, литература каҫӗсемпе лекторисем, камера концерчӗсем, аслӑ ӑру валли дискотека, СВО ҫемйисене пулӑшса ҫӗнӗ ҫул ыр кӑмӑллӑх каҫӗ иртнӗ ӗнтӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Азат Мухамедьянов / Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн администрацийӗн пресс-служби.
https://www.bashinform.ru/news/culture/2026-02-04/radiy-habirov-otsenil-v-ufe-vozmozhnosti-kulturnogo-tsentra-kvartirnik-4564466