-1 °С
Пӗлӗтлӗ
#владимирпутин
РФ президенчӗ Владимир Путин музыкантпа Патшалӑх Думин депутатне Денис Майданова Раҫҫей халӑх артисчӗ ят панӑ. Тивӗҫлӗ документа февралĕн 16-мӗшӗнче право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетленӗ.
«Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ» хисеплӗ ята Денис Майданова парас», — тенӗ документра. Ятне «тӑван культурӑпа искусствӑна аталантарас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн, нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн» панине палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Известия/Александр Казаков.
https://iz.ru/2043791/2026-02-16/putin-prisvoil-denisu-maidanovu-zvanie-narodnogo-artista-rossii