Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне уявлас умӗн Çирĕклĕ клубĕнче «Сире Мухтав та Чыс!» уяв программи ҫап-ҫутӑ та чаплӑ иртнӗ.
Пирӗн Тӑван ҫӗршыв хуралӗнче тӑракансене хисеплеме, тав тума килнӗ куракансем зал тулли пулнă.
Мероприяти пуҫламӑшӗнче Çирĕклĕ ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Л.И. Романова хӑйӗн сӑмахӗнче ку чӑн-чӑн арҫынсен, пирӗн аттесемпе асаттесен, тӑвансен уявӗ пулнине палӑртнă. Ӗлӗк эпир хамӑрӑн мухтавлӑ ҫӗнтерӳсем, хӳтӗлевҫӗсем тата иртнӗ вӑхӑтри ҫар ҫыннисем ҫинчен калаҫнă пулсан, халӗ вӗсем ҫинчен хальхи вӑхӑтра, пире хӳтӗлесе юн тӑкакансем ҫинчен калаҫнине палӑртнă.
Малалла Çирĕклĕри «Тыл фронту» волонтерсен юхӑмӗн ертӳҫи Т.В. Петрова сăмах каланă, уяв программине килнӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тав тунă, вĕсене маскировка сеткисем панă.
Сцена ҫинчен тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене хисепленине, тӑван ҫӗршыва юратнине пӗлтерекен патриотла юрӑсем янӑранă. Куракансем Виктор Кувшиновӑн хӑй ҫырнӑ сӑввисене алӑ ҫупса саламланă.
Патриотизм тата уяв сывлӑшӗ хуҫаланнӑ уяв концерчӗн атмосфери пӗр куракана та сӳрӗк хӑварман. Концерт хӑйӗн ҫӗршывӗшӗн мӑнаҫланас туйӑмпа пухӑннисене тата унӑн паттӑрӗсене пӗрлештернӗ савӑнӑҫлӑ финал аккорчӗпе вӗҫленнӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен амӑшӗсене уяв чечек ҫыххисемпе ыр кӑмӑллӑх ҫырӑвӗсем панӑ.
Уяв мероприятийӗ ҫутӑ курӑм хӑварнă, Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн ҫирӗплӗхне шанассине ҫирӗплетнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри клубăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/event135580128