Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ уяв умӗн Пишпӳлекре пӗтӗм район ҫыннисене пухса пысӑк ыркӑмӑллӑх концерчӗ пулнă. Концерт номерӗсем пуҫланас умӗн саламласа район администраци пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Артур Галеев тухса калаҫнă, пухӑннисене ятарлă çар операцине хутшӑнакансене пулӑшас енӗпе пӗрле пысӑк ӗҫ тунӑшӑн тав тунă. Тӑван тавралӑха юратмалли, ҫӗршывӑн аслӑ иртнишӗн мӑнаҫланмалли кӗвӗсемпе тулнӑ концерт номерӗсем хӑйсем куракансене ҫутӑ та ырӑ туйӑмсем нумай парнеленĕ.
Ҫавӑн пекех ҫак каҫ районти ятарлӑ çар операцине хутшӑнакансене тата волонтерсене чысланă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.