Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
4 Мартӑн , 11:45

Ача садĕнче «Февромарт» тӗлӗнмелле чаплӑ уяв иртнӗ

Пишпӳлекри «Улыбка» ача сачӗн «Затейники» вӑтам ушкӑнра «Февромарт» тӗлӗнмелле чаплӑ уяв иртнӗ.

Ҫулталӑкра чаплӑ уявсем нумай. Анчах вӗсенчен иккӗшӗ ҫеҫ этемлӗхӗн вӑйлӑ та вӑйсӑр ҫуррипе ҫыхӑнаҫҫӗ — ку февралĕн 23-мӗшӗнче Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунӗ тата мартӑн 8-мӗшӗнче — Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ. Ҫак чаплӑ ҫуррисене пӗрлештерес тесе ача садĕнче «Февромарт» ятлӑ уяв ирттернĕ. Ҫак кун хаклӑ аттесемпе асаттесене, кукаçейсене, ҫавӑн пекех юратнӑ аннесемпе кукамайсене, асаннесене саламланӑ.

Уявра ачасем юрӑсем шӑрантарнă, ташăсем ташланă, вăйăсем вылянă, сӑвӑ йӗркисене палӑртса вуланă. Ашшӗ-амӑшӗсем ҫак тӗлӗнтермӗш «Февромарт» уява пысӑк кӑмӑлпа хутшӑннӑ.

Уява хутшӑнакансене те, ачасене курма килнисене те савӑнӑҫ, киленӳ кӳнӗ.

Музыка ертӳҫине Ирина Васильевна Васильевана ҫакӑн пек хаваслӑ та интереслӗ уявшӑн тав.

Пурне те уяв ячӗпе саламлатпӑр, пулӑшнӑшӑн, хутшӑннӑшӑн тав тӑватпӑр!

#УлыбкаБижбуляк

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public218299771

Ача садĕнче «Февромарт» тӗлӗнмелле чаплӑ уяв иртнӗ
Ача садĕнче «Февромарт» тӗлӗнмелле чаплӑ уяв иртнӗ
Ача садĕнче «Февромарт» тӗлӗнмелле чаплӑ уяв иртнӗ
Ача садĕнче «Февромарт» тӗлӗнмелле чаплӑ уяв иртнӗ
Ача садĕнче «Февромарт» тӗлӗнмелле чаплӑ уяв иртнӗ
Ача садĕнче «Февромарт» тӗлӗнмелле чаплӑ уяв иртнӗ
Ача садĕнче «Февромарт» тӗлӗнмелле чаплӑ уяв иртнӗ
Ача садĕнче «Февромарт» тӗлӗнмелле чаплӑ уяв иртнӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас