Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
11 Мартӑн , 11:40

Ăхпуçĕнчи библиотекăра музыкӑпа поэзи сехечӗ иртнӗ

Ăхпуçĕнчи библиотекăра Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалласа «Эсӗ - Хӗрарӑм. Ҫакӑнпа та эсӗ тӗрӗс калатӑн» музыкӑпа поэзи сехечӗ иртнӗ.

Ҫурхи пӗрремӗш уяв «Встреча» библиотека клубне хутшӑнакансене пухнă. Мероприятире кашни хутшӑнакан шӑрантарнӑ май этемлӗхӗн илемлӗ ҫуррине халалланӑ чаплӑ сӑвӑсем тата ырӑ, чуна ҫывӑх юрӑсем янӑранă.
Ăхпуçĕн ял ҫынни, поэзипе киленекенскер, пур хӗрарӑма та хӑй çырнă вырӑсла тата чӑвашла ҫӗнӗ сӑввисене парнеленӗ.
Мероприятие хутшӑнакансемпе «Ялти чи пултаруллӑ хӗрарӑм» универсаллӑ викторина ирттернӗ.
Кил вучахне сыхлакан хӗрарӑмсене савӑнӑҫ парнелесе ҫак кун ӑшӑ та ырӑ сунӑмсем чылай янӑранă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ăхпуçĕнчи библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club147798411

Ăхпуçĕнчи библиотекăра музыкӑпа поэзи сехечӗ  иртнӗ
Ăхпуçĕнчи библиотекăра музыкӑпа поэзи сехечӗ  иртнӗ
Ăхпуçĕнчи библиотекăра музыкӑпа поэзи сехечӗ  иртнӗ
Ăхпуçĕнчи библиотекăра музыкӑпа поэзи сехечӗ  иртнӗ
Ăхпуçĕнчи библиотекăра музыкӑпа поэзи сехечӗ  иртнӗ
Ăхпуçĕнчи библиотекăра музыкӑпа поэзи сехечӗ иртнӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас