Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
26 Мартӑн , 10:52

Пишпÿлекре Культура ӗҫченӗсен кунне халалланă мероприяти иртнĕ

Пишпӳлек районӗнчи Культура керменĕнче Культура ӗҫченӗсен кунне халалласа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ.

Пишпÿлекре Культура ӗҫченӗсен кунне халалланă мероприяти иртнĕ
Пишпÿлекре Культура ӗҫченӗсен кунне халалланă мероприяти иртнĕ

Пишпӳлек районӗнчи Культура керменĕнче Культура ӗҫченӗсен кунне халалласа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Професси уявӗпе пухӑннисене район администраци пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Артур Галеев саламланă, вăл культура ӗҫченӗсем халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварас, ҫамрӑксене воспитани парас тата районта пурӑнакансене пултарулӑх енчен хӑй тӗллӗн пурнӑҫа кӗртме майсем туса парас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнине палӑртнă. Ӗҫшӗн пурне те тав туса вӑл пурне те ҫӗнӗ вĕçевсем, професси ҫитӗнӗвӗсем суннă.
Ҫавӑн пекех савӑнӑҫлӑ мероприятире район администраци пуçлăхĕн культура, ҫамрӑксен политики, спорт тата общество пӗрлешӗвӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлекен заместителĕ Елена Арефьева тухса калаҫнă, вӑл отраслӗн иртнӗ ҫулхи ӗҫне пӗтӗмлетнӗ.
Чи лайӑх специалистсене наградӑлассине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнă: культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем район тата республика шайӗнчи хисеп хучӗсемпе тав хучӗсем илнĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

 

Пишпÿлекре Культура ӗҫченӗсен кунне халалланă мероприяти иртнĕ
Пишпÿлекре Культура ӗҫченӗсен кунне халалланă мероприяти иртнĕ
Пишпÿлекре Культура ӗҫченӗсен кунне халалланă мероприяти иртнĕ
Пишпÿлекре Культура ӗҫченӗсен кунне халалланă мероприяти иртнĕ
Пишпÿлекре Культура ӗҫченӗсен кунне халалланă мероприяти иртнĕ
Пишпÿлекре Культура ӗҫченӗсен кунне халалланă мероприяти иртнĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас