#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин мартăн 25-мӗшӗнче Культура канашӗн видеоҫыхӑнупа иртнӗ ларӑвӗнче Захар Прилепин ҫыравҫӑ Нобелев премин альтернативи пулма тӗллев лартнӑ «тӗнче ытларахӑшӗн» премине йӗркелес пуҫарӑвне ырланӑ.
Ларура тухса калаҫнӑ май Прилепин Нобелев премийӗ юлашки вунӑҫуллӑхсенче политика инструменчӗ пулса тӑнине палӑртнă. Ҫыравҫӑ Раҫҫей рамкисемпе чикӗленмен ҫӗнӗ тӗнче литература иерархине йӗркелемеллине палӑртнă. Прилепин Раҫҫейри «Слово» преми никӗсӗ ҫинче тӗнче литературине ӑслӑ иерархие тивӗҫтерекен ҫӗнӗ инструмента тапхӑрӑн-тапхӑрӑн йӗркелеме май килессе шаннине пӗлтернӗ.
Владимир Путин шухӑша тӗрӗс тесе каланӑ, кун пек пуҫарусене ырламалла тесе пӗлтернӗ. Ҫырӑва алӑ пуснӑ культура деятелӗсен ӗҫӗсене политика конъюнктурипе ҫырнипе килӗшнӗ вӑл. Президент ку ыйтӑва ӗҫтешӗсемпе ӗҫлеме хушнӑ, Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствине тивӗҫлӗ хушу панӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: kremlin.ru сайтран.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-03-26/putin-odobril-sozdanie-alternativnoy-nobelevskoy-premii-po-literature-4628923