Çирĕклĕри клубра ачасем валли «Кичемлӗхрен виличчен пире кулӑран ҫурӑлни лайӑхрах» вӑйӑ программи иртнӗ.
Апрелĕн 1-мӗшӗ питӗ тӗлӗнмелле уяв, ырӑ туйӑмсем парнелет. Шӑпах ҫак кун, туссене, атте-аннесене те шӳтлеме, выляма пулать.
Вӑйӑ программинче ачасем ҫак ӗҫе пикеннĕ те. Кунта шӳт, кулӑшла конкурссем, хытӑ кулни пулнӑ.
Мероприятие хутшӑнакансем уяв историйӗнчен интереслӗ япаласем нумай пӗлнĕ, апрелĕн пӗрремӗшĕнчи вылявсен йӑли-йӗркипе паллашнă, ача-пӑча кулли тата кулă ҫинчен ҫырнӑ юрӑсене аса илнĕ. Ачасем юмахсем тӑрӑх тӳнтерле тупмалли юмахсене тавҫӑрса илнĕ, «Чи хавасли», «Пингвинсем», «Куҫса çӳрекен кайӑксем», «Боулинг» тата ытти вӑйӑсем вылянă.
Ырӑ кăмăл-туйӑмсем илнĕ!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ клубĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/event135580128