Пишпӳлекри Культура керменӗн сцени ҫинче зона тапхăрĕн республикӑри аслӑ ӑрури ҫынсен "Пурнӑҫ, эпӗ сана юрататӑп!» пултарулӑх фестивалӗ иртнĕ. Фестивале Пушкӑртстанри тӗрлӗ хулапа районсенчи артистсемпе ӳнер коллективӗсем хутшӑннă. Жюрине вӗсем чун-чӗре юррисемпе ҫутӑ концерт номерӗсемпе паллаштарнă. Уҫнӑ церемонире район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Данилов тухса калаҫнă. Аслӑ ӑрури ҫынсем хастар пултарулӑх ӗҫне туса пыма, хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма пултаракан ҫакнашкал фестивальсем ирттерни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă вӑл.
Палӑртса хӑварар: зона тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисем фестивалӗн республика тапхӑрне иртӗҫ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz