Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
7 Апрелӗн , 11:30

«Хунав» республика конкурс-фестивалӗн муниципаллӑ тапхӑрӗ пулнă

Ҫӗнтерӳҫӗсен ӗҫӗн видеовӗ Чӑваш Республикинчи «Хунав» республика фестивальне хутшӑнӗ.

«Хунав» республика конкурс-фестивалӗн муниципаллӑ тапхӑрӗ пулнă
«Хунав» республика конкурс-фестивалӗн муниципаллӑ тапхӑрӗ пулнă

2026 çулхи апрелĕн 2-мĕшĕнче чӑваш халӑхӗн культура еткерлӗхне тӗпчес, аталантарас тата упрас тӗллевпе, ача-пӑча пултарулӑхӗн формине лайӑхлатма, патриотизм воспитанийӗ пама, толерантлӑхпа хутшӑну культурине йӗркелеме, ачасене чӑваш наци культурине ăша хывма, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине, унӑн ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене, тӑван тӑрӑха, чӗлхепе культурӑна пӗлекен, юратакан пултаруллӑ ачасене тупса палӑртма Пишпÿлекри «Журавушка» ача садĕнче районти шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӳ организацийӗсенче вӗренекенсем валли «Хунав» республика конкурс-фестивалӗн муниципаллӑ тапхӑрӗ пулнă.

Конкурс-фестивале икӗ номинаципе ирттернӗ:

  1. «Асамлă юмах тĕнчи» — чăвашла юмаха театрализацилени, сцена çинче лартни;
  2. «Янра, сӑввăм, хыттăнрах» — сӑвва чӑвашла витӗмлӗ вулани.

«Пчелки» ушкӑн воспитанникӗсем Ева Родионовапа Василиса Никитина хӑйсен пултарулӑхне конкурсра кӑтартса призлӑ вырӑнсем йышӑнма пултарнă. «Янра, сӑввăм, хыттăнрах» номинацире — Василиса Никитина («Кам чăваш?» сăвă, авторӗ Мелания Никифорова) 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсен ӗҫӗн видеовӗ Чӑваш Республикинчи «Хунав» республика фестивальне хутшӑнӗ.

Хамӑрӑн ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Енре пысӑк хак пама чунтан сунатпӑр!

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club210640710

 

«Хунав» республика конкурс-фестивалӗн муниципаллӑ тапхӑрӗ пулнă
«Хунав» республика конкурс-фестивалӗн муниципаллӑ тапхӑрӗ пулнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас