

«Чӗрӗлнӗ аваллӑхри йӑла япалисене куртӑм ... маншӑн халӗ ҫӗршывӑмӑн иртнӗ кун-ҫулӗ уҫӑ»
Ҫак йӗркесем нумаях пулмасть иртнӗ экскурси кӑмӑлне питӗ лайӑх пӗлтереҫҫӗ.
Пишпӳлекри «Улыбка» ача сачӗн «Почемучки» аслӑ ушкӑнри ачасем Пишпÿлек ялĕн музейне ҫул тытнă.
Тӗллевӗ пӗлтерӗшлӗ те пархатарлӑ пулнӑ: историе сӗртӗнесси, тӑван ен культурине туясси тата унӑн иртнӗ пурнӑҫне чӑннипе хисеплесси.
Ачасемшӗн музей залӗ тӑрӑх тӗлӗнмелле интереслӗ те питӗ чунлӑ экскурси ирттернĕ. Ачасем пирӗн мӑн асаттесен пурнӑҫне чӗртнӗ пек тӗрлӗ экспозици курнă.
Вероника Валерьевна илӗртӳллӗ историсене итлесе вӗсем кашни экспоната чӑн-чӑн кӑсӑклӑхпа пӑхса тухнă — тавтапуҫ ӑна ҫакӑншӑн!
Вӑрҫа халалланӑ «Боевая слава» залӗ уйрӑмах савӑнтарнă, чӗтретнĕ.
Кунта ачасем умне ветерансен портречӗсем тухса тӑнă, витринӑсенче — чӑн-чӑн наградӑсем, боецсен харпӑр япалисем тата хӗҫ-пӑшал макечӗсем те. Ачасем хӑйсен ҫӗршывӗн историне пӗрремӗш хут ҫав тери ҫывӑх курнӑ.
Тав туса пирӗн «Почемучкӑсем» музее хӑйсем пир ҫине ӳкернӗ ялавсем парнеленĕ.
Ҫак кун ачасене туйӑмсемпе ҫутӑ уçусен тинӗсне парнеленӗ.
Пӗр ӗмӗт ҫеҫ юлнă — кунта каллех таврӑнма.
#деньзаднем
#УлыбкаБижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public218299771