

«Китап-Байрам» IV Пӗтӗм Тӗнчери кӗнеке ярмӑркки шайӗнче Ăхпуçĕнчи ял библиотекинче вулава, кӗнекесене, ҫыравҫӑсене халалланӑ мероприятисем ирттернĕ.
Малтан библиотекарь «Китап-Байрам» уявӗ ҫинчен каласа панă.
Вырӑнти хӑйне евӗрлӗ поэтпа А.Ф. Семеновпа пултарулӑх тӗлпулӑвӗ йӗркеленĕ. Вӑл яланхи пекех ял ҫыннисене хӑйӗн чаплӑ сӑввисемпе савӑнтарнă. Ятарлă çар операцийĕ, тӑван вырӑнсем, ҫутҫанталӑк, туйӑмсем ҫинчен тата ытти ҫинчен сӑвӑсем шӑрантарнă.
Ҫавӑн пекех «Тӗлпулу» библиотека клубӗн членӗсемпе «Чи паллӑ та юратнӑ хайлавсемпе авторсем» литература викторини ирттернĕ, унта кашниех литература енӗпе хӑйӗн пӗлӗвне кӑтартма пултарнă. Ҫӗнтерӳҫӗсем тивӗҫлӗ парнесем илнĕ.
Мероприятире кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнчи хаклама май ҫук вулав пӗлтерӗшӗ пирки сӑмах пынӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ăхпуç библиотекин социаллă сетьри страницинчен.