

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Пӗтӗм Раҫҫейри III Ача-пӑча фольклориадине йӗркелекенсене, хутшӑнакансене тата хӑнасене салам янӑ. Халӑх пултарулӑхӗн анлӑ уявӗ Уфара пуҫланнӑ.
Кремлĕн официаллӑ сайтӗнче пичетленнӗ президент саламӗнче акӑ мӗн каланӑ:
«Хаклӑ туссем! Сире Уфара, Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн çулталӑкне ирттернӗ май иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри III Ача-пӑча фольклориадинче саламлатӑп.
Ҫак чаплӑ туслӑхпа пултарулӑх хутшӑнӑвӗн уявне ирттерес шухӑш кунта, Пушкӑртстанра ҫурални символлă, паян нумай нациллӗ, тараватлӑ республикӑн тӗп хули пирӗн пысӑк ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчен пин ытла ҫамрӑк таланта хапӑл туса кӗтсе илет.
Палӑртса хӑварам, эпир хамӑрӑн чи пуян истори, культура, ӑс-хакӑл пуянлӑхне чун-чӗререн хаклатпӑр, Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсен хӑйне евӗрлӗ йӑли-йӗркисене упрас ыйтусене мала хуратпӑр, вӗсен ҫутӑ, хӑйне евӗрлӗ искусствипе мăнаçланатпӑр. Ҫавӑнпа та сирӗн чаплӑ проект ҫитӗнекен ӑру представителӗсене чун-чӗререн кӑсӑклантарни, хутшӑнакансен йышне ҫулран-ҫул анлӑлатни савӑнтарать.
Пӗтӗм Раҫҫейри III Ача-пӑча фольклориади пысӑк ҫитӗнӳпе иртессе, куракансене фольклор, ташӑ, хор коллективӗсен сӑмахӗсемпе паллаштарасса, пурне те ырӑ, манӑҫми туйӑмсем парнелессе шанатӑп. Паллах, обществӑра, уйрӑмах ҫамрӑксем хушшинче, пирӗн нумай нациллӗ культурӑн хаклӑхӗсене малалла аталантарма пулӑшӗ.
Сире хавхалану, мӗнпур ырлӑх сунатӑп.
Владимир Путин».
Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче Ача-пӑча фольклориади ҫӗршыври 80 регионтан 1100 ытла ҫамрӑк хутшӑнакана пӗрлештернӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков | «Башинформ» ИА архивӗ.
https://www.bashinform.ru/news/politics/2026-06-24/vladimir-putin-napravil-privetstvie-uchastnikam-detskoy-folkloriady-v-ufe-4657675