

Ситекпуç библиотекинче «Пуҫтарăнăр, ачасем, вӑйӑ пуҫланать!» ҫуллахи вулавсем уҫӑлнă. Ку мероприяти ачасемшӗн чӑн-чӑн уяв пулса тӑнă.
Малтанах библиотека кулӑпа, савӑнӑҫпа тулнă. Ачасем юмахри викторинӑна хавхаланса хутшӑннă, унта юратнӑ персонажсем ҫинчен калакан тупмалли юмахсене хаваспа хуравланă.
Хускануллă вӑйӑсемсӗр те иртмен. «Снежки» хаваслӑ ӑмӑрту ирттернĕ, вӑл темӗн чухлӗ ырӑ туйӑм, вӑй-хал панă. Унтан вара ачасем хӑйсен ҫаврӑнӑҫулӑхне, команда сывлӑшне кӑтартма пултаракан «Хаваслӑ мечӗк» вӑйӑпа пурне те савӑнтарнă.
Ку уçăлни библиотекӑра ҫуллахи вулавсемшӗн чаплӑ старт пулса тӑнă, умра ачасене тата нумай илӗртӳллӗ мероприятисем кӗтнине шанатпӑр! Пурне те вулавсемпе хаваслӑ вӑйӑсене хутшӑнма чӗнетпӗр!
#летниечтения
#летнийдосуг
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуç библиотекин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public202344480