+11 °С
Ясно


Кистенлӗ ялӗнчи Культура ҫуртӗнче чечек ҫыххисен «Бархат сезонӗ» куравне йӗркеленӗ. Культура ҫурчӗн фойи тӗлӗнмелле чечек уҫланкине ҫаврӑннӑ, унта савнӑ хӗрарӑмсен, ял ҫыннисен аллипе ӑсталанӑ чи илемлӗ чечек ҫыххисем пухнă. Уйрӑмах «Чечек этикечӗ» калаҫу, кама парнелесси, мӗнле парнелесси, пӗр-пӗр ҫынна чечек ҫыххи мӗнле суйласа илесси кӑсӑклантарнă. Курав хутшăнакансене чечексен илемне, чапне, пуянлӑхне тата, паллах, таврари тӗнчене тепӗр хут уҫма май парӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура ҫурчӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/club203777291