

Пишпӳлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрĕн «АБВГДейка» шкул умӗнхи ушкӑнра тӑван Пушкӑртстан ӑшшипе, илемӗпе витӗннӗ чӑн-чӑн пӗчӗк тӗлӗнтермӗш музыка ӗҫӗ пулса иртнӗ!
Занятие Пушкӑртстан Республикин кунне тата Курай кунне — пирӗн ҫӗр пуянлӑхӗпе хӑйне евӗрлӗхне аса илтерекен уявсене — халалланӑ.
Куҫӗсене чарса пӑрахнӑ пӗчӗк «АБВГДейкӑсем» Пушкӑртстанӑн шутсӑр пуянлӑхӗ ҫинчен: кӑвакарнӑ тусем, хӑвӑрт юхакан юханшывсем, вӗҫӗ-хӗррисӗр уйсем ҫинчен тата, паллах, пирӗн тӑрӑхӑн кашни кӗтесӗнче пурӑнакан асамлӑ музыка ҫинчен мультфильм пӑхнă.
Наци инструменчӗсемпе паллашни сасӑсен тӗнчине чӑн-чӑн ҫул ҫӳревне ҫаврӑннӑ:
- ҫепӗҫ те юрлакан курай, ҫурхи ҫил пек, ачасене хӑйӗн историйӗсене каласа панă;
- харсӑр кубыз ту ҫырми пек чӑнкӑртатнă;
- думбыра вара, ташша чӗнсе, хӗлӗхсене ҫемҫен тыта-тыта пӑхнă.
Кайран вара ачасем хӑйсем те музыкантсем пулса тӑнă. Вӗсем пушкӑрт халӑхӗн «Курай» музыка вӑййине савӑнса та хӗрсе вылянă — ушкӑнра ача-пӑча кулли янӑранă, ачасен куҫӗсем телейпе ҫуталнă.
Тата, паллах, чи чуна пырса тивекен самант «Тӑван ҫӗршыв» юрра шӑрантарни пулнă. Ачасем ҫав тери чӗререн те ӑшшӑн юрланă, сывлӑшра тем пысӑкӑш та ҫутӑ япала-хӑйсен ҫӗрне, хӑйсен килне, хӑйсен Республикине юратни — сарӑлнă тейӗн.
Кун пек занятисем — уроксем кӑна мар. Вӗсем ырлӑхпа мӑнаҫлӑх пӗрчисем, вӗсене эпир ача-пӑча чӗрисене тирпейлӗн лартатпӑр. Вӗсем тӑван тӑрӑха юратса, йӑла-йӗркене хисеплесе, ҫак илеме упрас кӑмӑлпа шӑтса тухчӑр.
Уяв ячӗпе, хаклӑ туссем! Пушкӑртстан Республикин кунӗпе Курай кунӗ ячӗпе!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/public144264663