

Октябрӗн 11-мӗшĕнче Пушкӑртстан Республикин кунне паллӑ тӑваççĕ. Ҫак паллӑ куна халалласа Хушăлкари вăтам шкулăн библиотекинче вулакансем валли пӗлӳ мероприятийӗ иртнӗ.
Мӗн интересли пулнă-ха?
Вӗренекенсем тӑван енӗн пуян историйӗпе культурине путнӑ, республикӑн патшалӑх символӗсем ҫинчен калаҫнӑ, Пушкӑртстанӑн чаплӑ ывӑлӗсемпе хӗрӗсене аса илнӗ.
«Чечеклен, манӑн Пушкӑртстан» кӗнеке куравне уйрӑмах тимлӗх уйӑрнă. Ҫӳлӗксем ҫинче республика историйӗ, пушкӑрт халӑхӗн йӑли-йӗрки ҫинчен ҫырнӑ кӑларӑмсем, ҫавӑн пекех паллӑ ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсен хайлавӗсем пулнă. Кӑмӑл тӑвакан кашни ҫын кӑмӑла каякан кӗнекене суйласа регионӑн культура еткерӗпе ҫывӑхрах паллашма пултарнӑ.
«Хамӑн тӑрӑха пӗлетӗп-и?» викторина.
Мероприяти илӗртӳллӗ викторинӑпа вӗҫленнӗ. Унта хутшӑнакансем Пушкӑртстан историйӗ, географийӗ тата паллӑ ҫыннисем пирки ыйтусене хӗрсе кайса хуравланӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/club202011028