Çутă çул
-3 °С
Облачно
Культура
23 Октября , 06:15

«Тӗлӗнтермӗшсен тӗнчи» пултарулӑх ҫуралнӑ вырăн

Пишпӳлекри Культура керменӗн «Тӗлӗнтермӗшсен тӗнчи» пултарулӑх пӗрлешӗвӗнче алӑсемпе ансат материалсенчен чӑн-чӑн шедеврсем тума вӗренеҫҫӗ.

Добавить в предпочтительные источники Google
«Тӗлӗнтермӗшсен тӗнчи» пултарулӑх ҫуралнӑ вырăн«Тӗлӗнтермӗшсен тӗнчи» пултарулӑх ҫуралнӑ вырăн
«Тӗлӗнтермӗшсен тӗнчи» пултарулӑх ҫуралнӑ вырăн

Пишпӳлекри Культура керменӗн «Тӗлӗнтермӗшсен тӗнчи» пултарулӑх пӗрлешӗвӗнче ача-пӑча фантазийӗ чикӗсĕр пулнине кăтартса панă, алӑсем вара ансат материалсенчен чӑн-чӑн шедеврсем тума вӗренеҫҫӗ.
Кунта ачасем пултарулӑхӑн тӗлӗнмелле тӗнчине путаҫҫӗ: пластилинпа чустаран ӑсталаҫҫӗ, гипс кӗлеткесем тăваççĕ — формӑсӑр масса илемлӗ статуэтка пулса тӑнине савӑнса сӑнаҫҫӗ. Тата кунта йӑла-йӗркене типтерлӗ упраҫҫӗ: ачасем халӑх пултарулӑхне вӗренеҫҫӗ, ӗмӗр-ӗмӗр ӑруран ӑрӑва куҫса пынӑ авалхи ал ӗҫӗсемпе тӗрӗсем ҫинчен пӗлеҫҫӗ.
Анчах пултарулӑх вӑл сӗтел хушшинче ӗҫлени кӑна мар. Пӗрлешӳ пурнӑҫӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ — паркра пӗрле уҫӑлса ҫӳресси, ун чухне ахаль калаçма, кулма, таврари илеме асӑрхама пулать. Музейсене кайса ҫӳрени вара ачасене пӗтӗм ҫут тӗнчене уҫать: тӑван ен историйӗнчен пуҫласа искусствӑн аслӑ произведенийӗсем таранах.
Кунта ачасем ҫӗннине кӑна вӗренмеҫҫӗ — вӗсем туслашма вӗренеҫҫӗ. Вӑхӑта пӗрле ирттерме, пӗр-пӗрне пулӑшма, ҫын ҫитӗнӗвӗсемшĕн савӑнма, пӗчӗк ӑнӑҫсӑрлӑхсене пӗрле тӳссе ирттерме. «Тӗлӗнтермӗшсен тӗнчинче» пултарулӑх кӑна мар, ҫирӗп, ӑшӑ туслӑх та ҫуралать.

#Бижбуляк #ДК #МирЧудес #ТворчествоДляДетей #НародноеТворчество
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/bizbulyakdk

 

 

«Тӗлӗнтермӗшсен тӗнчи» пултарулӑх ҫуралнӑ вырăн
«Тӗлӗнтермӗшсен тӗнчи» пултарулӑх ҫуралнӑ вырăн
«Тӗлӗнтермӗшсен тӗнчи» пултарулӑх ҫуралнӑ вырăн
«Тӗлӗнтермӗшсен тӗнчи» пултарулӑх ҫуралнӑ вырăн
«Тӗлӗнтермӗшсен тӗнчи» пултарулӑх ҫуралнӑ вырăн
«Тӗлӗнтермӗшсен тӗнчи» пултарулӑх ҫуралнӑ вырăн
«Тӗлӗнтермӗшсен тӗнчи» пултарулӑх ҫуралнӑ вырăн
Автор:Марина Иванова
Читайте нас