Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
24 Кӑрлач 2019, 17:21

«Нарспи» поэмăна акăлчан чĕлхине куçарнă

Чăваш литературин классикĕн К. Ивановăн «Нарспи» поэми чылай ăру вулаканĕсен юратăвне çĕнсе илнĕ.

Нарспипе Сетнер юратăвĕн историйĕ кашни вулаканра тĕрлĕрен кăмăл-туйăм çуратать — хăйĕн юратăвĕшĕн Нарспи хăйĕн халăхĕн мĕн авалтан пыракан йăли-йĕркине хирĕç каять. Юлашкинчен çакă кашни геройшăн трагедипе вĕçленет. Поэмăна чылай чĕлхене куçарнă, вырăс чĕлхине кăна — сакăр хут. XX ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче «Нарспи» Раççейĕн наци чĕлхисемпе янăрама тытăннă: пушкăрт, тутар, удмурт, мăкшă, эрзя, якут тата ытти чĕлхесене куçарнă. Маларах поэмăн уйрăм пайĕсем акăлчан чĕлхипе пичетленнĕ.

Чăваш кĕнеке издательствинче поэмăна пĕрремĕш хут акăлчан чĕлхипе çутта кăларнă. Эдинбург университечĕн хисеплĕ профессорĕ, Шотландинчи сăвăçăсен ассоциацийĕн председателĕ Питер Франс «Нарспи» поэмăна акăлчан чĕлхине куçарнă.

Темиçе çул каялла Г. Айги поэтăн П. Франс куçарнă сăввисене чикĕ леш енче пичетленĕ, çавăнпа та куçаруçă чăваш культурине лайăх пĕлет. Поэмăна куçарма ăна паллă литература тĕпчевçи, куçаруçă Атнер Хусанкай нумай пулăшнă. «2014 çулта Питер Франс Чăваш Ене килсен, эпир «Нарспине» акăлчан чĕлхине куçарассине сÿтсе явнăччĕ, Европăра пурăнакансем уйрăм сыпăкĕсемпе паллашнăччĕ ĕнтĕ», — палăртнă Атнер Петрович.

Халĕ вулакан кĕнекере поэмăна виçĕ чĕлхепе: чăвашла, вырăсла, акăлчанла вулама пултарать.

Кĕнекене А. Миттовăн ÿкерчĕкĕсен репродукцийĕсемпе илемлетнĕ. Кăларăма «Раççей культури (2012—2018)» Федераллă программăн йĕркипе Пичет тата массăллă коммуникацисен федераллă агентстви укçа-тенкĕпе пулăшнипе пичетленĕ.
Читайте нас: