Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
1 Нарӑсӑн 2019, 13:15

СУРПАНЛĂ СУРĂХ

"Сурпан" хитре сăмах, - çывăрма выртсан та хăй вĕреннĕ çĕнĕ сăмахпа аташрĕ мăнукĕ...

- Аня! Аннушка! – илтĕнчĕ сарай енчен.


- Мĕн пулчĕ, кукамай? – чупсах пычĕ ун патне 10-11 çулсенчи хĕр ача.


- Ара, пĕр сурăх кĕтÿрен таврăнман вĕт пирĕн.


- Хăшĕ?


- Хура сурăх. Сурпанли.


- Мĕнле-ха вăл «сурбанли?» - нимĕн те ăнланаймарĕ хула хĕрĕ.


- Хура ват сурăх вара. Пуçĕ тăрри шурă. Мăйĕнчен хырăмĕ патне çитиччен те ансăр кăна шурă йĕр пур.


- А что такое «сурбан?» - халех пĕлес килет хĕрачан.


- Халĕ сурпанлатса ан тăр-ха, чуп. Атту çынсем патне кĕрĕ тата.


Куç тĕлне пулнă хулла çаклатса, Аня урамалла вĕçтерчĕ. Ашшĕ-амăшĕпе Хусанта пурăнать вăл. Çулла кукашшĕпе кукамăшĕ патне леçсе хăвараççĕ. Кăçал виççĕмĕш класс пĕтернĕ иккен. Ударница тенĕ пулать. Чăннех калать-и, суеçтерет-и – ваттисемшĕн паллă мар. Пĕр вăхăтрах музыка шкулне те çÿрет иккен. Ку тĕрĕсех пуль, мĕншĕн тесен кукашшĕпе кукамăшне концерт кăтартса йăлăхтарсах çитернĕ вăл. Концерт пирки пĕлтерÿ çырса çапать, билет хакне кăтартать, ăна хăй сутать. Хăйĕн пÿлĕмĕнчен «артистла» тумланса тухать. Микрофон вырăнне – кукашшĕн вăрăм чăпăклă чĕлĕмĕ. «Артист» тумĕ валли вара вырăн пуçтарнă хыççăн минтер çине витсе хунă шурă чĕнтĕр те, çăмламас алшăлли те, кукашшĕн кивĕ шлепки те, пĕр сăмахпа, ал айне мĕн лекнĕ, çавă каять. Пĕрне çурăм хыçне уртса ярать, тепĕрне пилĕк тавра явалать, виççĕмĕшне мăйран çакать... Телевизор экранĕ çинчи юрăçсен сăнне парать хăйне Аня. Чиперех юрлать. Анчах юрланă хыççăн питĕ вăрах алă çупмалла. Вара çав юррах тепре юрлать. Хальхинче тата ытларах алă çупмалла иккен. Халĕ çакă ваттисене йăлăхтарма пуçларĕ. Ара, пĕрех май хăй мĕн тăвас тенине тутарать. Сăмахĕсене вырăсла калаканччĕ, халĕ чăвашлах калама тăрăшать. Урамра кунĕпех ял ачисемпе пĕрле-çке. Унта пурте чăвашла калаçаççĕ. Вĕсемпе выляс тесен, Аньăн та чăвашлах хутшăнмалла. «Камăн урапи çинче ларатăн, ун юррине юрлатăн» тени тĕрĕсех иккен. Чăваш ялĕ – Хусан хули мар çав.


Ял варринчи Пĕчĕк кÿлĕ хĕрринче темиçе сурăх асăрхарĕ Аня. Кукамăш каланă паллăсемлĕ хура сурăх та пур.


- Сурбан! Сурбан! Кил кунта, - выльăха ят пама та ĕлкĕрчĕ хĕр ача. Сурăх пуçне çĕклесе пăхрĕ, хулă тытнă пĕчĕк çынна курсан, хăй киле çитменнине, унта ăна путекки кĕтнине, çак курăк тĕслĕ те кĕске çанăллă кĕпе тăхăннă çын ун хыççăн килнине тавçăрса илчĕ пулас. Кĕтÿрен таврăнсан юлашки вăхăтра картишĕнче час-часах курăнма пуçларĕ-ха вăл. Пĕр кана хĕрача çине кăнн! пăхса тăчĕ те сурăх, килсе хулăпа чашлаттариччен тесе пулас, хÿрине пăтрата-пăтратах урам тăрăх чупрĕ...


Паян, ак, каллех инкек: татах пĕр сурăх килмен.


- Хăшĕ çук, кукамай?


- Çĕлĕкли килмен паян, çĕлĕкли. Шапкă, шапкă! – терĕ ватти, пуçне хыпаласах. – Çав Пĕчĕк кÿлĕ патне юлчĕ пулинех.


Мĕншĕн çĕлĕклине те ыйтса тăмарĕ Аня, урамалла вĕçтерчĕ. Ăнланмалла каларĕ-çке кукамăшĕ. Çĕлĕклĕ-тĕк - çĕлĕклĕ. Кÿлĕ хĕрринче яланхи пекех темиçе сурăх курăк чĕпĕтет. Анчах вĕсенчен пĕрин пуçĕнче те çĕлĕк те, тутăр та çук. Чăнах, пĕр сурăхăн пуçĕ çăмламас-ха, анчах çĕлĕк мар вăл.


- Кукамай, унта сурăхсем пур, анчах çĕлĕк тăхăнни те, тутăр çыхни те çук, - евитлерĕ тем хушăра чупса çитнĕ мăнукĕ.


- Ах, айванăм, - терĕ ватти, кăшт кулма хăтланса, - ара, сурăха чăн-чăн çĕлĕк кам тăхăнтарать, кам тутăр çыхтарать? Пуç тăррийĕ ыттисенни пек мар çăмлă пулнăран çапла калатпăр. Пуçĕнчи çăмĕ çав тери çăра ун, хачă вĕçĕ те кĕмест. Палласа илме аванрах пултăр тесе, пит касашăнах та пулман-ха та... Хам та чипертерех каласа ăнлантармап вĕт-ха...


- Ун пекки пурччĕ! - каялла тухса та вĕçтерчĕ хĕрача.


- Кукамай, мĕн вăл сурбан? – хăйне ĕнертенпех канăç паман сăмах мĕне пĕлтернине ниепле те ăша илеймест апат çисе ларакан мăнукĕ.


- Халĕ çи-ха, кайран веçех ăнлантарса парăп, - çакăншăн пĕртте тарăхмарĕ ватти.

Çапла, ача-пăча ыйтăвĕнчен пĕр-ик сăмахпах хăтăлаймастăн. Çавăнпа кукамăшĕн сурпан пирки тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пама, чăланти кивĕ арчана уçма, амăшĕнчен юлнă çи-пуçа кăларма тиврĕ.


- «Сурбан». Хитре сăмах, - çывăрма выртсан та хăй вĕреннĕ çĕнĕ сăмахпа аташрĕ мăнукĕ.
Читайте нас: