Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
7 Нарӑсӑн 2019, 12:21

АЗЕРБАЙДЖАН ÇЫРАВÇИН КĔНЕКИ - ЧĂВАШЛА

Чӑваш кӗнеке издательствинче азербайджан ҫыравҫин Ханымана Алибейлин «Эльхан - Чӑваш ҫӗршывӗнче» кӗнеки кун ҫути курнӑ.

Унӑн сӑввисене чӑвашла Раиса Сарпи куҫарнӑ, кӗнеке редакторӗ - Ольга Федорова. Кун пирки Чӑваш Енӗн Информполитика министерстви хыпарлать.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Ханымана Алибейли иртнӗ ӗмӗрте Чӑваш Енре пулса курнӑ, ун чухне вӑл кунти тавралӑхпа киленсе паллашнӑ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялне ҫитсе курнӑ, ҫынсемпе калаҫнӑ. Ҫавӑн чухнех вӑл азербайджанла темиҫе сӑвӑ ҫырнӑ. Халӗ вӗсемпе тата кайран хайланисемпе чӑваш вулаканӗсем те паллашма пултараҫҫӗ.

Кӗскен каласан, кӗнекере азербайджан ачи Чӑваш Ене килсе курнине сӑнласа кӑтартнӑ. Вӑл виҫҫӗмӗш А.Г.Николаев космонавт ҫуралнӑ ялта, Шуршăлта, Кӑкшӑм вӑрманӗнче, ытти тӑрӑхра пулса курнă. Ҫавӑн пекех кӗнекене хӗвеллӗ Азербайджан ҫинчен хайланӑ сӑвӑсем те кӗнӗ.

Чăваш халăх сайтĕнчен.
Читайте нас: