Çутă çул
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
8 Нарӑсӑн 2019, 14:27

КУКАМАЙ КĂМĂЛĔ

Кукамăшĕ мăнукне пит çума хăнăхтарни çинчен калав.

Илемпи ирхине çывăрса тăрсан хăех тумланать, хăех вырăнне пуçтарать. Ăна лайăх хĕрача теме те пулать, çапла-и? Анчах унăн пĕр çитменлĕх пур. Хĕрача ирхине питне çăвасшăн мар. «Питне çу», - тесен вара: «Ман пит ахаль те таса», - тесе хуравлать.


Ашшĕпе амăшĕ ирхине ирех ĕçе тухса каяççĕ. Илемпи килте кукамăшĕпе кăна юлать. Çапла кун кунлаççĕ ватăпа çамрăк. Кукамăшне ĕнтĕ тахçанах пĕр шухăш канăç памасть: мăнукне пит çума мĕнле хăнăхтармалла? Вăрçнипе те, ачашланипе те усси çук-çке-ха. Ахальтен мар «ват çын – тăват çын» теççĕ иккен. Мелне шыраса тупрех кукамăшĕ.


Пĕрре вĕсен Мăр-Мăр ятлă кушакĕ урай варрине ларнă та малти урине чĕлхипе çулать те питне сăтăрать, çулать те питне сăтăрать... Хăй вара васкамасăр, тĕплĕ тăвать ĕçне. Кушак питне епле çунине Илемпи пăхса ларать. Çакна кукамăшĕ асăрхарĕ те:


- Вăт, маттур, Мăр-Мăр. Типтерлĕскер çав эсĕ пирĕн. Пурте сан пек пулсанччĕ. Килях, сĕт парам-ха сана, пит çунă хыççăн апат та лайăх анать, - терĕ.


Унтан выльăхсене апат пама картишне тухрĕ. Сарайĕнче сурăх нумаях пулмасть пăранланă путеккине чĕлхипе çула-çула тасатать. Путекки те кăмăллă пулмалла, çинçе сассипе «ме-ке-ек» тет.


- Ах, ĕçчен те çак пирĕн Прунькă. Путеккине пĕр минут та хура тытмасть вĕт, тасатсах тăрать. Хăй те чыслă та... Уттине нумайрах парам-ха ăна, - шахвăртать кукамăшĕ.


Тин кăна çумăр çуса кайрĕ. Урамра лупашкасенче шыв кÿлленсе тăрать. Акă темиçе çерçи таçтан вĕçсе килчĕ те шыв кÿлленчĕкне кĕрсе çăвăнма тытăнчĕ. Эх, чĕвĕлтетеççĕ хăйсем! Çунаттисемпе шыва çат-çат тутараççĕ.


Вĕсем çине чÿречерен пăхса ларакан Илемпи те кулса ячĕ. Ах, ытла путишле хăтланаççĕ ку çерçисем. Чÿрече умне кукамăшĕ те пырса тăчĕ.


- Эх, шельмăсем! Мунча тени этеме кăна мар, кайăк чунне те еплерех савăнтарать. Пĕри тепринчен тасарах пуласшăн мĕнле тăрăшаççĕ вĕсем, - мухтать кукамăшĕ кайăксене.


Илемпи айван хĕрача мар – сисрĕ-ха, кукамăшĕ юри ун умĕнче вĕсене çапла мухтаса çÿрет. «Нивушлĕ вара пур чĕрчун та туса пуласшăн тăрăшать-ши, вĕсенчен пĕри те пулин чыссăрри тупăнмасть-ши?» - шухăшлать Илемпи.


Шăп çак самантра хăй шухăшне тÿрре килтернĕ пек, хĕрача икĕ чăх хăйăр купи çинче каçса кайса чакаланнине курах кайрĕ. Хăйсем çурри таран хăйăр айне пулнă ĕнтĕ. Хĕрача вăшт кăна килне чупса кĕчĕ те хăйпе пĕрле кукамăшне илсе тухрĕ. Кайăксем енне тĕллесе:


- Ав, кур,кукамай. Чăхсем хăйсене мĕнле юри варлатаççĕ. Çара хăйăр вĕт! Кусем таса мар чăхсем, çапла-и? – терĕ Илемпи савăнăçлăн. – Тăхта-ха, хăваласа ярам эпĕ вĕсене кунтан, вараланса ан ларччăр.


- Чим-ха, чим, мăнукăм. Ахалех ан шуйхат вĕсене. Чăхсем тĕкĕ çумĕнчи вĕтĕ пыйтăсенчен çапла çăвăнса тасалаççĕ. Атя, кансĕрлер мар, тасалччăрах Каярах акă эпĕ вĕсене тырă ытларах сапса парăп, - терĕ кукамăшĕ.


«Пирĕн кукамай хăйне таса, типтерлĕ тытакана кăна юратать. Апла манăн та пите çума пуçлас-ха. Тен. Мана та вăл тата тутлăрах çитерме пуçлĕ», - шухăшларĕ Илемпи.


Чăн та, çакăн хыççăн хĕрача никам каламасăрах кашни кун питне çума пуçларĕ. Таса питпе çÿреме хăйне те лайăх, ыттисем те унпа кăмăллă.


Ольга Тургай.
Читайте нас: