Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
18 Мартӑн 2019, 18:27

ЧУН СУРАНĔ ЯЛАНАХ ТАРĂНРАХ

Кĕнеке хуплашки çинче ванчăк тĕкĕр çуталса выртать, ун чĕрпĕкĕсем çинче питне ик аллипе те хупланă çамрăк хĕре уйăрса илме пулать. Ку - «Мăшăр çунат» кĕнекен тĕп геройĕ Нина.

Пулас тухтăра - çап-çамрăк студента - килĕштерсе пăрахнă хĕр питне хурлăхлăн хупланă. Унăн çамрăклăхĕ, малашлăхĕ, çутă ĕмĕчĕсем çак ванчăк тĕкĕр пек арканнă. Юрамасть унăн юратма, чĕрере çак туйăма аталанма та памалла мар. Юрату ăна телей мар, асап çеç кÿрĕ. Куна хĕр питĕ лайăх ăнланать, анчах епле йывăр иккен чĕрери чи çутă туйăмсене пĕр шелсĕррĕн путарма.

«Мăшăр çунат» кăларăм çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухрĕ. Авторĕ - Галина Матвеева çыравçă, ÿнерçи - Елена Енькка. Кĕнеке алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2018 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ.

Повеçри ĕçсем иртнĕ ĕмĕрте, çĕршыва Хрущев ертсе пынă тапхăрта - пуçланаççĕ. Раççейре наци шкулĕсене тăруках вырăс чĕлхи çине куçарнăран республика тулашĕнчи чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ Нина Шупашкара килет. Унăн тăван чĕлхепе калаçакансем хушшинче пурăнас, чăвашла хаçат-журнал вулас, чăваш театрĕсене çÿрес килет. Шăпи вара ăна валли çав тери кăра тĕрĕслев хатĕрленĕ: каçхи шкулта вĕренсе пир-авăр комбинтĕнче ĕçлекенскере çул урлă каçнă чух машина çапса хăварать. Пурнăçпа вилĕм хушшинче аран-аран тытăнса тăракан хĕре тухтăр ним пытармасăр калать: «Санăн çамрăклăх та, юрату та, çемье те пулмĕ. Ыттисен пурнăçĕ сан валли мар. Хăй виличченех сан çумра аннÿ пулĕ. Çакăн пек пурнăçпа пурăнас кăмăлу пĕр тумлам та пулин пур-и сан/ Пурăнас кăмăлу çук пулсан пирĕн те усăсăр ĕçлес килмест, сана та нушалантарас килмест. Пурăнассу килсен пурнăçшăн пĕрле кĕрешĕпĕр».

Операци хыççăн операци туса Нинăна вилĕмрен хăтарса хăвараççĕ, анчах вăл çут тĕнче илемне хăрах куçпа та кăшт çеç куракан сусăр çын пулса юлать. Хаяр çил-тăвăл вăхăтĕнче çурмаран шартах хуçăлнă йывăç пек икке пайланать унăн пурнăçĕ: аваричченхи тата ун хыççăнхи. Сăнĕпе илемсĕрленсе юлнă хĕре шеллекен те, кÿрентерекен те пур, унăн чунне вăл та, ку та пĕр пекех хытă ыраттарать.

Тепри пулсан аллине усĕччĕ, пурнăç илемне курми пулĕччĕ. Нинăшăн хĕвел çути курма пÿрнĕ кашни кун хаклă. Çирĕп чунлă вăл. Пурнăçа юратаканскер ура çине тăма вăй çитерет, тăван комбината ĕçлеме таврăнать. Авари вăхăтĕнче сасă тытăмĕ сиенленнĕ пирки виçĕ çул пачах калаçайманскер пурăна киле сцена ăсти пулса тăрать, илемлĕ сассипе нумай-нумай куракана савăнтарать, тăван тăрăхри яланлăхах çухалма пултаракан юрăсене чĕртсе тăратса халăх хушшинче сарать.

Нинăна вилĕм аллинчен туртса илнĕ тухтăр йăнăшнă. Шăпа çак хĕре юрату та, çемье те парнелет. Пĕчĕкрен çурма тăлăх ÿснĕ Нинăна ашшĕ шыраса тупать. Ку самант вулакан чунне самаях хускатать.

Пĕрре пăхсан, кĕнекере йывăр шăпаллă хĕрарăм пурнăçĕ малта тăнă пек курăнать. Тĕрĕссипе вара тĕпре тăраканни - тăван чĕлхе шăпи. Хрущев вăхăтĕнче наци шкулĕсенчен тăван чĕлхене хĕссе кăларма тăрăшни Нинăн чунĕнче ĕмĕрлĕх ырату хăварнă. Пит çинчи суранран та тарăнрах вăл. Повеçри мĕнпур ĕç çав тĕлкĕшекен ырату айĕнче аталанса пырать. Самана çилĕсем улшăннă май Нинăпа унăн мăшăрĕ çав тери кĕтнĕ вăхăт та çитет: республикăра чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхине иккĕшне те патшалăх чĕлхи туса хураççĕ. «Чăваш тата вырăс чĕлхисемпе малашне пĕр тан усă курма пуçлăпăр, мĕнпур чăвашшăн вĕсем мăшăр çунат вырăнне пулĕç», - тет кĕнекен тĕп геройĕ.

Повеçсĕр пуçне çĕнĕ кăларăма «Пурнăç пурне те авать» калав кĕнĕ.

Чăваш кĕнеке издательствин сайтĕнчен.
Читайте нас: