Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
11 Апрелӗн 2019, 13:23

«ПОЭЗИЙĔН ВĔÇĔ-ХĔРРИ ÇУК»

Апрель уйăхĕн 6-мĕшĕнче Пелепей çĕрĕ çине Пушкăртстан Республикипе Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан сăмах ăстисем, «Хавхалану çăлкуçĕсем - 2019» фестиваль лауреачĕсем «учĕсене утланса» килсе çитрĕç. XVII регионсем хушшинчи поэзи уявĕн çĕнтерÿçисене чысласси хулари Тĕп культура керменĕнче иртрĕ.

Аса илме, фестиваль Пелепей çĕрĕ çинче 1997 çулта çуралнă. Çирĕм икĕ çул хушшинче район шайĕнчи мероприяти Пушкăртстан чикки урлă каçса Тутарстан, Чăваш Ен, Раççей поэчĕсене хавхалантарнă. Пелепей çĕрĕ нумай çĕнĕ пултаруллă сăмах ăстисене тупса палăртса вĕсене çÿлелле вĕçме çунат панă.

Кăçалхи фестиваль Пушкăртстан Республики 100 çул тултарнине халалласа ирттернĕ уяв мероприятийĕпе тÿр килчĕ. Çавна май мероприятийĕн малтанхи пайĕнче Пелепей хулипе районĕн пултаруллă çыннисене, иккĕмĕшĕнче поэзи ăстисене саламларĕç. Уявăн сумлă хăнисен шутĕнче ПР Транспорт тата çул- йĕр хуçалăхĕн патшалăх комитечĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Альберт Сулейманов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алексей Изотов, ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕсем Марат Шафиковпа Тимур Гильмияров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Азат Сахабиев тата ыттисем те пулчĕç. Пушкăртстанри çыравçăсен саламне ПР тата РФ Писательсен, Журналистсен союзĕсен членĕ Рашит Зайнуллин поэт-журналист илсе килнĕ. Вăл Пелепей çĕрĕ çĕнĕрен те çĕнĕ талантсем тупса палăртма пулăшнине палăртрĕ. «Поэзи – литература ăнлавĕ, унăн вĕçĕ-хĕрри çук, вăл тĕрлĕ нацисене пĕрлештерсе тăрать, тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан çăлкуçсем туслăх текен пысăк юхан шыва юхса кĕреççĕ», - терĕ Рашит Раилевич.

Кăçалхи конкурса вырăс, пушкăрт, тутар тата чăваш чĕлхисемпе çыракан 200 ытла автор, вĕсенчен 35-шĕ чăвашсем, хăйсен ĕçĕсене тăратнă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, çичĕ лауреатпа тĕрлĕ номинацисен çĕнтерÿçисене палăртнă. Жюри йышăнăвĕ тăрăх фестиваль Гран-прине Римма Султанова (Учалă хули), I вырăна Александр Ульрих (Пелепей хули) тивĕçрĕç. II вырăна Юнысыу Миннемухаметовапа (Татăшлă районĕ) чăвашла çыракан автор, «Урал сасси» хаçатăн тусĕ, Мияки районĕнчи Кекен ялĕнче пурăнакан Меланья Никифорова пайларĕç. Çаплах чăваш авторĕсенчен Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн профессорĕ, истори наукисен докторĕ Ирина Сухарева (Ĕпхÿ хули) «Поэт тата вăхăт», Ермеккей тăрăхĕнчи Эрехĕрри ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ Станислав Андриянов «Ĕмĕрех юратнă тăван тавралăх» (Пушкăртстан Республики 100 çул тултарнă тĕле), Шупашкарти кооператив колледжĕн студенчĕ Николай Еллин (Чăваш Республики, Патăрьел районĕ, Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕ) «Урăх вăхăтсем» (çамрăксен поэзийĕ), Наталья Емельянова (Çтерлĕ хули), «Фестиваль мана çунат пачĕ» номинацисен çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç.

Фатих Карим (Фатых Валеевич Каримов) ячĕллĕ Пелепейри литература премине чăвашсенчен эсир пурте лайăх пĕлекен Геннадий Тимофеев (Челпир) тивĕçрĕ.

Фестиваль лауреачĕсемпе номинанчĕсене дипломсем, укçан премине татам кашни фестиваль тĕлне ятарласа тухакан «Асамат кĕперĕ» поэзи альманахне парса хавхалантарчĕç. Кĕнекене 2017 çулхи фестиваль çĕнтерÿçисен чи лайăх произведенийĕсем те кĕнĕ.

Çитес «Хавхалану çăлкуçĕсем» тĕлне чăвашсем хушшинче тата та нумайрах çĕнĕ ятсем çураласса шанса тăратпăр.

Надежда РОДИОНОВА.

Пелепей хули.
Читайте нас: