Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
30 Апрелӗн 2019, 17:08

ТИСКЕР КАЙĂК ЧĂТЛĂХРА ПУРĂНАТЬ

Уй куçлă, вăрман хăлхаллă тенĕ ваттисем. Ангелина Павловскаян «Караслă пыл» романĕнчи Шетешке вăрманĕ хăлхаллă çеç мар, чĕлхеллĕ те.

Романăн тĕп геройĕ Анисса лесник çакăн пирки пачах та иккĕленмест. Ун шучĕпе, итлеме, сăнама пĕлсен вăрман çынна тем те каласа парать. Ун пурнăçĕ халăх пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Ырри те, усалли те ‒ тем те пулса иртет унта. Шетешке вăрманĕ çинчен вуласа пынă май пире уйрăм çынсен шăпи çеç мар, халăхăн тертлĕ кун-çулĕ те курăнса каять.

Çамрăк чухне çĕленрен те сыхланма ăнкарайман Анисса пурăна киле кунти йывăç-курăка, вĕçен кайăксемпе тискер чĕрчунсене ăнланма вĕренсе çитет. Куçĕ асăрхаманнине сисĕмлĕхĕ пĕлтерет. Люсьăна вĕлерсе йывăç айне пытарса хăварнă вырăнта епле канăçсăррăн тапать ун чĕри. Çап-çамрăк хĕр кун-çулне татнă тискер этем ‒ Анисса упăшки пулнă çын, ун ывăлĕн ашшĕ. Тупса палăртĕç-ши çак преступление тăвакана, явап тыттарĕç-ши ‒ ку пĕтĕмпех Руслана юратма пăрахман Аниссаран килет.

Вăрманти кашни чăтлăха, унта мĕнле тискер кайăк пурăннине пĕлсе тăрать лесник. Çын чунĕнчи чăтлăха вара кĕме çук, унта мĕн пуррине курма çук. Пĕчĕкрен пĕрле ÿснĕ, юратсах мăшăрланнă, çумăн выртса тăнă çыннин чунĕ çав таранччен хура пуласса Анисса шутлама та пултарайман.

Романри ĕçсем мĕнпе вĕçленнине, ăна мĕншĕн «Караслă пыл» ят панине пĕлес тесен кĕнекене малтан пуçласа вĕçне çитиччен вуласа тухмалла. Ăна Чăваш кĕнеке издательстви хатĕрленĕ, редакторĕ ‒ Галина Антонова.

«Саланнă кĕлте», «Сапаскар хĕрĕ», «Вĕрене шывĕ те пылак» кĕнекесен авторĕ Ангелина Павловская вулакансем çĕнĕ романа хапăл тăвасса шанать.
Читайте нас: