Кăçалхи май уйăхĕн 13-мĕшĕнче Владимир Дмитриев (Аптраман) 85 çул тултарнă пулĕччĕ. Юбилейне паллă тума пуçтарăннă хăнасене хăйĕн çĕнĕ сăввисене вуласа парĕччĕ. Шел пулин те, çак куна курма Турă пÿрмен çав ăна. Анчах та ентешĕсем хăйсен пултаруллă çыннине манмаççĕ. Акă Пишпÿлекри Тĕп библиотекăн чăваш халăхĕпе ĕçлекен секторĕ (ертÿçи Н.П. Тарасова) Чăваш чĕлхи кунĕнче «Йĕр» ятлă асăну каçĕ йĕркелесе ирттерчĕ. Унта поэтăн тăванĕсемпе çывăх çыннисем, вăрах вăхăт хушши пĕрле ĕçленĕ районти «Çутă çул» хаçат ĕçченĕсем пуçтарăнчĕç. Пултарулăх каçĕ калаçу мелĕпе иртрĕ. Тăванĕсен аса илĕвĕсем поэтăн сăввисене илемлĕн вуланипе ылмашăнса пычĕç. Пишпÿлекри 1№ тата 2№ шкул ачисем В. Аптраманăн çут çанталăк çинчен çырнă сăввисене вуларĕç. Хăнасем Ольга тата Аня Даниловасем, Людмила Романова шăрантарнă юрăсене киленсе итлерĕç. Каç енне ал çырăвĕсемпе, поэтăн сăввисен пуххипе, В. Аптраманăн пурнăçĕпе пултарулăхне уçса паракан буклетпа тата «Йĕр» видеороликпа паллашрĕç.
Мĕншĕн çак мероприятие шăпах Чăваш чĕлхи кунĕнче ирттерме палăртнă-ха? Мĕншĕн тесен вăл - чăн-чăн чăваш, чăваш чĕлхине, халăха юратса сăвăсем çырнă. Хăй сăввисене Владимир Аптраман чун-чĕре витĕр сăрхăнтарса кăларнă. Вĕсене вуланă май çут çанталăкпа этемĕн шухăш-кăмăлĕ курăнман çипсемпе çыхăнса тăни сисĕнет. Поэтăн шалти тĕнчи те, чĕлхи те пуян. Сăвăсене вуланă май ăна мĕнле кăмăлпа çырнине пĕлме пулать. Тăван ял, тăван тавралăх, çут çанталăк, этемлĕх, чунлăх, юрату , ача-пăча, тăван халăх çинчен шăрçаланă сăввисенче хăйне канăç паман шухăш-туйăмне уçса парать. Вулакан автора хумхантарнă ыйтусене çĕнерен те çĕнĕрен хускатса хăй витĕр кăларать. Ахальтен мар ĕнтĕ Анатолий Никитин унăн чылай сăввисене юрра хывнă.