Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
25 Июнӗн 2019, 11:52

Нимене! Нимене!

"Нимене! Нимене!" - Ян янранă ир-ир. Пулăшса пĕр-пĕрне,Йӳнеçтернĕ эпир.

Тăкăнать сар ыраш, -

Ан ислен ыйхăра.

- Ĕлкĕрес! — тет чăваш,

Ял-йышне йыхăрать.


Тыр вырма, ут çулма,

Капансем тăрлама,

Пураран пӳрт тума -

Тиветех йыхăрма.


Мĕн тăвайăн пĕччен?

Ĕмĕрсен тăршшĕне

Илтĕнет пур енчен:

"Нимене" Нимене!"


Çут тĕнче сарлака,

Сан - çĕр çеç тĕрĕс мул.

Анаран аякка

Ярса пуснă ан пул!


Хĕсĕнет пурнăçу

Пӳрт тавра, лаç тавра.

Арăм çук - парăм çук...

Пур пулсассăн вара?


Сак тулли сар ача,

Хĕр арлать çиччĕре:

Пир, тăла, улача -

Пурте кирлĕ пире.


Сӳс тӳме, çăм чавма

Шӳтлесех хĕрсене

Хĕтĕртет çав сăмах:

"Нимене" Нимене!"


Ал-ура ĕçĕпех

Хăйранать ăс-хавал.

Çӳç касан хачă пек

Халь вăл çивчĕ, йăл-ял.


Çĕр çинче, пĕлĕтре

Çук эпир туманни.

Пархатарлă, хитре

Чĕрĕлӳ самани.


Ăспала ĕçлекен

Хамăр ывăл-хĕре

Çăмăл мар та-и, тен,

Тепĕр чух хăш ĕçре.


Хĕнтерех килнĕçем

Пур çĕртен пĕр-пĕрне

Сас парар, тăвансем:

"Нимене" Нимене!"


Петĕр Хусанкай | Сăвă | 1963
Читайте нас: