Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
4 Июлӗн 2019, 13:44

Чейник лартма чупмалла

Эпĕ те хама ыраттаракан «Упăшкан ашшĕ-амăшĕ» тема тавра калаçасшăн. Çулталăк каялла хут уйăрса пĕрлешрĕмĕр, унччен 3 çул çырăнмасăр пурăнтăмăр. Амăшĕ хистенипе кăна савни мана качча илчĕ. Уншăн йăлтах амăшĕ татса парать: банка каять, такамран тем ыйтать, документсем пуçтарать, ЖКХ укçи тÿлет… Пирĕн туя та вăлах туса пачĕ. Ывăлĕ унта хутшăнмарĕ те, хăнари пек ларчĕ.

Ашшĕ-амăшĕ укçан пулăшнăран машинăллă пултăмăр, хваттере те вĕсемех туянчĕç, пĕлĕшĕсем урлă ывăлне ĕçе вырнаçтарчĕç. Пирĕн пата вĕсем 2-3 кун урлă килсе тăраççĕ. Чи тĕлĕнмелли — асăрхаттармаççĕ те. Сăмахран, эпĕ хывăнса душа кайма хатĕрленнĕ вăхăтра хунямаран СМС-çыру килет: «Чейник ларт, эпир килетпĕр». «Эсĕ пушă-и? Сирĕн пата килесшĕн», — тесе нихăçан та ыйтман. Эпĕ мĕн ĕçлени вĕсене кăсăклантармасть. Е çывăрнă чухне домофон шăнкăртатать — ашшĕ-амăшĕ подъезд умĕнче. Тепĕр чухне упăшкапа киленсе выртнă чухне вĕсене кĕтсе илме тивет.


Пĕррехинче упăшка хваттер уççине çухатнăччĕ. Ашшĕпе амăшĕ тÿрех çитрĕç. Хуняма тĕпелте чей ĕçнĕ хушăра хуняçа пирĕн спальнăна кĕчĕ те шкапа, ещĕксене уçма тытăнчĕ. Пирĕн япаласене — труççи, кăкăр çыххи, презерватив… — таранах курчĕ. Эпĕ пÿлĕме кĕнĕ чухне вăл ман япаласем, рюкзак ăшĕнче чакаланаччĕ. «Кунта ан шырăр-ха», — тесен те яхăнне ямарĕ. Эпĕ чĕнместĕп, чăтатăп. Сăх сăхса калатăп: кашни 2-3 кунран килеççĕ! Пирĕн патра çиеççĕ, çăвăнаççĕ. Вĕсен япалисем — çи-пуçран пуçласа гигиена хатĕрĕсем таранах — выртаççĕ. Ку мана тарăхтарни пирки упăшкана тÿррĕнех калани килĕшмест, унăн амăшне кÿрентересшĕн имĕш эпĕ. «Вăл пирĕншĕн тăрăшать-çке, эсĕ мана унпа вăрçăнтарасшăн-и?» — тет. Тăтăш килсе çÿресе йăлăхтарнине курмасть-и вара?


Кунсăр пуçне вĕсем хушăрăн мана тасалăха вĕрентеççĕ. Тĕксех кăтартаççĕ. Хăйсене пĕлесчĕ… Сăмахран, эпир упăшкапа темиçе кунлăха канма тухса кайрăмăр. Лешсен уçă пур та кирек хăçан та кĕрсе тухаяççĕ. Таврăннă хыççăн акă мĕн куртăм: раковина тулли таса мар савăт-сапа, коридор урайĕнче — хăйăр, минтерсем, япаласем вырăнĕнче мар, сĕтеле пуçтарса хăварман. Хăйсем хыççăн унитаза, ваннăна тасатмасан та пултараççĕ. Хăйсен те килĕнче пĕтĕм условисем пур, туалет пÿртре.


Упăшка амăшĕпе кун каçипе 10-ран кая мар калаçать пуль. Çакна та ÿстермесĕр калатăп. Кунсăр пуçне телефонран уйрăлмасăр ун патне темĕн çырать. Ывăнтăм. Упăшкана юрататăп, уйрăлас килмест, анчах ашшĕ-амăшĕ çакăн патне илсе çитереççĕ. Хамăра ирĕклĕ туйма вырăн çук. Упăшка 27-ре. Чисти пĕчĕк ача пекех, амăшĕсĕр нимĕн те тăваймасть. Эпĕ те хамăн аннене питĕ юрататăп, анчах кăвапапа çыхса хуман-çке. Унран уйрăм та лайăхах пурăнатăп. Кам та пулин çакăн пек лару-тăрăва лексе курнă-и? Канмалли кунсенче упăшкапа иккĕн пулма çук, амăшĕ валли чей лартма чупмалла…


Олеся Г.
Читайте нас: