Çапла хăтланса вăл пĕрисене тĕлĕнтерет, теприсене намăс кăтартать, кÿрентерет, виççĕмĕшĕсене тарăхтарать, хăйне хирĕç тăратать. Акă, сăмахран, хăйсен картишĕнчи пусса шыв ăсма пыракан кÿршине вăл ним мар çапла каласа хураять: «Мĕн пĕр витрепе кăна килетĕн, икĕ витре ăсса кай та кĕпÿне çуса тăхăн. Унсăрăн çынсем Сухвисен пусси типнĕ тейĕç». Пиччĕшĕ валли хĕр çураçма кайсан вара унăн чĕлхи салтăнсах каять. Повеçри хăта-тăхлачăсем çывăхланса çитичченех пĕрне-пĕри курайми пулни, шăл хăйрама тытăнни Сухвин чараксăр чĕлхипе те çыхăннă. Мĕн тери интереслĕ сăнар тума пуçланă автор.
Нелли Петровская кашни сăнарпа çав тери тĕплĕн ĕçленине унăн «Хура ангел», «Тухатмăш» тата ытти кĕнекисем тăрăх та лайăх пĕлетпĕр.
«Ылхан» повесть сюжетне тарăнрах кĕнĕ май вара Сухвин чĕлхи йăвашланнине асăрхатпăр. Анчах та çакă сăнар улшăннипе е автор ун çинчен маннипе çыхăнман. Хăйĕн юлашки произведенийĕсенчен пĕрне паллă çыравçă сюжет тăрăх йĕркелеме ĕлкĕрнĕ, анчах геройсен характерĕсене тарăнлатма вăхăт çитереймен пек туйăнать. Повеçри геройсен ячĕсем пĕрпекрех пулни те Саня, Санюк, Çемен, Çумкка, Нина, Захар Нини, икĕ Петĕр... автора вăхăт çитменни çинченх калать. Апла пулин те Чăваш кĕнеке издательстви тин кăна кăларнă повеçе вуласа тухиччен те алăран ярас килмест.
Çын ĕненме пултарайман, ĕненес те темен хăватпа - тухатупа - усă курса Пăлаки, каярахпа унăн хĕрĕсем те, ыттисене пăхăнтарма, вĕсен чунĕсемпе хуçаланма, парăнманнисене вара пĕтерсе хума тăрăшаççĕ. Çак аркатуллă вăя вăратакан сăлтавсем - Турă та сивлекен кĕвĕçÿ, ăмсану, мăнкăмăллăх, курайманлăх, харпăр хăйне ытла та пысăка хуни, тавăру туйăмĕ.
Усаллăха хирĕç тăраканни, хăта-тăхлача пĕр-пĕринпе çураçтарма тăрăшаканни - Турра чунтан ĕненекен Нина. Шел, повесть вĕçĕнче вăл та пулин тепĕр тухатмăш патне кайса ылхана каялла тавăрса пама вĕренсе килет. Вăл усала урăхла майпа сирме пултарасса шаннăччĕ...
Повеçе вуласа тухакан çапах та çакна ăнланатех: ылхан - икĕ вĕçлĕ. Хăçан та пулин унăн чукмарĕ тухатупа аппаланса çылăха кĕрекене хăйне пырса çапать.
Повеçе Г. Антонова пичете хатĕрленĕ, художникĕ - И. Алексеев.