Çутă çул
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
19 Июлӗн 2019, 12:07

Савни — хыт кукар!

Ĕçпе Шупашкара каймаллаччĕ, савнине леçсе яма ыйтрăм. Тÿрех килĕшрĕ, анчах кайран çул укçи ыйтрĕ. Аванмарланнипе çĕр тĕпне анса каяттăм пуль.

Университетра пĕрле вĕреннĕ тусăм 40 çулхи çуралнă кунне паллă тума кафене йыхравларĕ. Хирĕçлемерĕм, кÿршĕ районтан ятарласа килтĕм. Лена çын нумай чĕнмен, чи çывăххисене кăна кĕрекене пухнă. Мăшăрĕ ăна пысăк чечек çыххи парнелерĕ, икĕ пĕчĕк хĕрĕ сăвă каласа савăнтарчĕ. Телейлĕ çемьешĕн савăнса лартăм.


Эпĕ 39 çулта. Çапах çемьеленмен-ха. Пĕлетĕр-и, тивĕçлĕ мăшăр тупаймарăм. Пурне те тиркетĕп тесе ан калăр. Пĕртте ун пек мар. Манăн тĕле юрăхлă арçын лекеймерĕ. Пĕрисем ĕçеççĕ, теприсем пирус туртаççĕ /унăн шăршине чăтма пултараймастăп/. Çак сиенлĕ йăласем мана паллашнă арçынсемпе çемье çавăрма тытса чарчĕç.


Каччăпа çÿресе курман мар. Манăн хыççăн купипех чупнă вĕсем. Пĕрле вĕреннĕ Стаспа тăватă çул çÿрерĕмĕр. Пĕрле пурăнма тытăнсан ăна лайăхрах пĕлсе çитрĕм. Алла диплом илсен тÿрех ĕçе вырнаçăм. Вăл васкамарĕ-ха. Эпĕ укçа ĕçлесе илессишĕн ăшталаннă вăхăтра диван çинче пĕç тăратса выртрĕ. Таçта çухалса çÿретчĕ, ĕçсемпе имĕш. Анчах çемье /ара, пĕрле пурăнатпăр та, пирĕн çемье тесе шухăшланă/ бюджетне унăн енчен пĕр пус та кĕмĕрĕ. Тара тытнă хваттершĕн те хамах тÿлеттĕм. 25 çул урлă каçсан аттепе анне ача çуратмалли пирки калама тытăнчĕç. Эпĕ амăшĕ пулсан çемье лавне кам туртса пырĕ? Çитменнине, Стас туй пирки сăмах хускатмастчĕ. Ăна 4 çул тăрантарса пурăнтăм, машина туянмашкăн манăн ятпа кредит илтĕмĕр. Чăтăмлăх пĕтрĕ. Кивçене татмашкăн машинине суттартăм та хваттертен кăларса çапрăм.


Ун хыççăн та арçынсемпе паллашкаланă, анчах вĕсемпе 3-4 уйăхран ытларах тĕл пулман. Тăватă çул каялла яла куçса килтĕм — анне чирлеме пуçларĕ. Тăван килтех лайăх, хулари пек укçа нумай тăкакланмасть. Пухăннă укçапа çуртра юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Машина туянас тесе нухрат пухма тытăнтăм.


Халĕ ĕçлекен организацире те мана куç хывакан арçынсем тупăнчĕç. Пĕри уйрăмах утăм тума памасть. Кăмăлĕпе лайăх, сăнĕпе те илемлĕ. Анчах авланнă. Ун пеккипе мĕн тăвас ман?


Юлташăн çуралнă кунĕнче пĕр арçын манран куç илменнине сисрĕм. Хайхискер Ленăн упăшкин тусĕ-мĕн. Эпир пĕр ÿсĕмрисемех иккен. Валера сăнĕпе кинофильмри пĕр-пĕр актер пек, питĕ чипер. «Авланман», — асăрхаттарчĕ тусăм. «Ма çемьеленмен-ши?» — шухăшланăччĕ ун чухне, хуравне кайран пĕлтĕм.


Телефон номерĕсемпе улшăннă хыççăн тĕл пулма тытăнтăмăр. Валера кÿршĕ районтан килетчĕ, 1-2 сехетрен килне каятчĕ. Унпа темиçе хут та Шупашкара кайса килтĕм. Валерăн хваттер пур. Вăл пушăччĕ, унта туйăмсене ирĕке яраттăмăр. Виçĕ уйăх иртнĕ хыççăн çакна ăнлантăм: эпир е урамра уçăлса çÿретпĕр, е кравать çинчен тăма пĕлместпĕр. Пĕр пеклĕх йăлăхтарчĕ. Кафе-ресторана, кинона кайман. Çакна та асăрхарăм: вăл мана парнесемпе савăнтармастчĕ. Хĕрарăмсем ăнланĕç. Пире яланах тимлĕх кирлĕ. Валера пĕр чечек те пулин парнелессе кĕтрĕм. Çуралнă куна та пушă алăпа килчĕ.


Савни хыт кукар пулнине ăнлантăм. Çакă кайран ытларах сисĕнме пуçларĕ. Ăна тĕрĕслеме тытăнтăм. Шупашкара килсен юри кафене кĕме ÿкĕтлерĕм. Темех саккас памарăм, анчах вăл уншăн шăл çыртса укçа тÿлерĕ. Лавкка умĕнчен иртсе пынă чухне пĕр кĕпене килĕштернине каларăм, вăл хăнк! та тумарĕ. Тепĕр тесен манăн ăна кун пирки пĕлтермелле те мар-ха, хамăнах туянмалла. Анчах юратнă çын парне тăвасса кĕтрĕм-çке.


Туй пирки сăмах хускатмарăмăр. Валера ача пирки ĕмĕтленнине пĕрре мар каларĕ. Унран пепке çуратма та хатĕрччĕ эпĕ, анчах пĕр япала унран сивĕтрĕ. Ĕçпе Шупашкара каймаллаччĕ, савнине леçсе яма ыйтрăм. Тÿрех килĕшрĕ, анчах кайран çул укçи ыйтрĕ. Аванмарланнипе çĕр тĕпне анса каяттăм пуль. Кайран унпа пĕр-икĕ эрне калаçрăм-и, çук-и — текех килме хушмарăм.


Сăнпа чипер пулсан вăл лайăх çынни пулнине пĕлтермест çав. Çавăнпах хальччен авланайман ĕнтĕ Валера. Хыт кукар упăшка кирлĕ мар мана. Ун пеккипе мĕнле пурăнмалла?


СВЕТА.

Читайте нас: