Çутă çул
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
24 Июлӗн 2019, 16:31

ВАТĂ ПОЭТСЕМ ПУЛМАÇÇĔ

Пирĕн паллă та хисеплĕ писатель тата поэт Александр Савельев-САС вулакансене çĕнĕ кĕнекепе савăнтарнă.

Çĕнĕ кăларăм Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» («Новое время») издательствăра кун çути курнă.«Çула тухатăп» ятлă сăвăсен пуххинче 73 сăвăпа 2 поэма вырăн тупнă. Вĕсене тĕрлĕ çулсенче çырнă.

Кĕнеке ум сăмахпа уçăлать. Унта автор хăйĕн пурнăçĕ, ял ачине литература пултарулăхĕпе çыхăнма мĕн хĕтĕртни çинчен çырнă. Сăвăсем хайлама вăл шкулта вĕреннĕ чухнех пуçланă.Çар хĕсметĕнче тăнă. Ялти шкулта учитель пулса ĕçленĕ, район хаçатĕнче журналист пулнă чух та вĕсем çинчен манман. Паянхи кун та калеме алăран ямасть. Кăçал вăл сентябрь уйăхĕнче 87 çул тултарать. Пĕтĕмпе унăн прозăпа поэзин 20 кĕнеки вулакан патне çитнĕ.

Александр Сергеевичăн поэзийĕ тĕрлĕ енлĕ: тăван тăрăхăн илемлĕ çут çанталăкĕ, юрату, ĕненÿ, шанчăк, тăван чĕлхепе халăх пуласлăхĕшĕн пăшăрханни... Вăл кашни кун пулса иртекен пулăмсенче хавхалану, илем тупма пĕлет. Сăввисенче пурăнас кăмăл вăйлă пулни, пурнăç таппипе пĕр тан утни туйăнать. Çаксене пурне те яш чĕрепе туйса, çамрăк куçпа курса сăнать. Вырăс писателĕ, литература критикĕ Валентин Курбатов каланă тăрăх, «Ватă поэтсем пулмаççĕ».

Çыравçăн сăввисенче ялти çут çанталăкăн илемлĕ сăнĕсемпе пĕрле яланах çак çĕр çинче пурăнакан ĕç çынни курăнать. Хайлавĕсенче ака-суха тăвакана, çăкăр ÿстерекене, вăрçă ветеранĕсен паттăрлăхне, ял ачи вĕренме, ĕçлеме ăнтăлнине мухтать. Хăвна ху сăнарлă тăрăхлани, кулленхи пурнăçра кулăшла самантсене курма пĕлни те уншăн ют мар.

«Арăмран, çук, ăнаймарăм,

Пĕчченех кĕреп хĕле.

Кашнинчех усал хĕрарăм,

Тупăнать-çке ман тĕле...», - тесе çырать автор хăйĕн «Çурприс» сăввинче.

Сăмах ăстин нумай сăввинчен юрăсем хайланă. Вĕсем 100 ытла. Хăйпултарулăх тата профессионаллă артистсем Александр Савельев-САС сăмахĕсемпе çырнă юрăсене сцена çинчен кăмăлтан шăрантараççĕ.Куракан-итлекенсем вара яланах тарăн шухăша путаççĕ. Шупашкарта пурăнакан Михаил Луков юрăç-композитор хăш-пĕр сăввисене такмака çавăрнă, халăх хушшинче сарнă.

Валерий АЛЕКСЕЕВ.

Авăркас районĕ.
Читайте нас: