Çутă çул
+14 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
21 Августӑн 2019, 16:48

ЧĂВАШ ЛИТЕРАТУРИН КЛАССИКĔСЕНЕ ИНТЕРНЕТРА ВУЛАМА ПУЛАТЬ

Чăваш писателĕсен чи лайăх литература хайлавĕсене цифрăна куçарнă.

Чăваш Республикин Наци библиотекин сайтĕнче вырнаçнă „Литературная палитра Чувашии: 100 книг для прочтения” электронлă коллекцине чăваш литературин ылтăн фондне кĕнĕ классик çыравçăсен хайлавĕсене кĕртнĕ. Кăмăл тăвакан кашни çын ниçта тухса çÿремесĕрех унпа интернетра паллашма пултарать.


Филологи наукисен докторĕ Виталий Родионов профессор ертсе пыракан экспертсен ушкăнĕ интернет-сасăлав итогĕсем тăрăх çĕр кĕнекерен тăракан список тунă. Наци библиотекин сотрудникĕсем çирĕплетнĕ списока кĕнĕ кĕнекесене цифрăна куçарас енĕпе питĕ пысăк ĕç туса ирттернĕ. 32 пине яхăн страницăна сканерланă тата хут-хут тĕплĕн тĕрĕсленĕ. Художествăлла хайлавсене çаплах вырăсла та куçарнă. Суйласа илнĕ литература жанрĕсем тĕрлĕрен тата унта XVIII варринчен пуçласа XXI ĕмĕр пуçламăшĕчченхи тапхăра кĕртнĕ.


Çак каçăпа иртсе вулама пулать: http://www.nbchr.ru/virt_books/index.html

Читайте нас: