Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
2 Сентябрӗн 2019, 17:29

ШАЙМУРАТОВ ГЕНЕРАЛА - 120 ÇУЛ

Кадыр Даян „Шаймуратов генерал” сăвă. А.Савельев-САС куçарнă.

Çак кунсенче 112-мĕш Пушкăрт кавалери дивизийĕн командирĕ Минигали Шаймуратов çуралнăранпа 120 çул пулчĕ. Пушкăрт спутник телевиденийĕпе паллă генерал çинчен документлă фильмсем кăтартрĕç. Республикăри музейсенче ун ячĕпе выставка иртрĕ. Çаплах социаллă сетьсенче флешмоб та пуçарчĕç, унăн участникĕсем генерал-майор çинчен юрă юрламалла тата ăна интернетри хăйсен страницисенче лартмалла.


Сентябрĕн 7-мĕшĕнче Уфара чаплă командира халалланă питĕ пысăк флешмоб иртмелле, вăл ”Торатау” конгресс-холпа юнашар амфитеатрта пулĕ. Унта пухăннисем пĕрле генерал çинчен юрă юрлĕç тата пухăнса тăрса фигура кăтартĕç.


Эпир вулакансене Кадыр Даянăн „Шаймуратов генерал” сăввипе паллаштарасшăн. Ăна пирĕн пултаруллă писатель тата поэт Александр Савельев-САС куçарнă.


Кадыр ДАЯН

ШАЙМУРАТОВ ГЕНЕРАЛ


Пушкăртсем вăрçа каяççĕ,

Ăсатса ярать Урал.

Чи малта халь юланутçă

Шаймуратов генерал.


Шаймуратов, калăн тăвăл,

Васкатать хăй лашине.

Вутпа çулăма пăхмасăр

Ыткăнать тăшман çине.


Тăшмана хĕçпе турать вăл,

Дон енчен хыт хăвалать.

Нимĕнле вутра çунмасть вăл,

Нимĕнле шывра путмасть.


Йышлă паттăр çитĕнтернĕ,

Вăй-хал панă ват Урал.

Хăй ятне чапа кăларнă

Шаймуратов генерал.


А.САВЕЛЬЕВ-САС куçарнă.

Читайте нас: