Çутă çул
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
10 Сентябрӗн 2019, 14:34
«Чăн-чăн» туслăх
/Юптару/ Пĕр илемлĕ ирхине Мулкач курать юлташне. Лешĕ, кăпăшка хӳре,Ăшшăн пăхать ун çине.
Çулланкалать, юптарать,
Кăлтăр-кăлтăр култарать.
Чунтан-вартан калаçрĕç,
Алă тытсах уйрăлчĕç.
Пĕрре, çумăрлă чухне,
Мулкач вăйлă чирленĕ.
Хăй хытах аптранине
Юлташне пĕлтернĕ.
Анчах вăл тек юлташ мар,
Тилĕ çеç çав, чăн тус мар.
Чалăш куç патне пыман,
Пулăшма та шутламан.
***
Халь те пирĕн хушăра
Тилĕ пек çын пит нумай.
Вĕсене шанса тăрсан
Пĕтрĕ пурнăçу та сан.
Николай ДАВЫДОВ.
Тутарстан,
Çĕпрел районĕ,
Аслă Аксу шкулĕ.
("Тантăш" хаçат. 30№, 2019, çурла, 1)
Читайте нас:
Новости партнёров
Ҡатыны яман шештән үлгәс...
Джефф Монсон Ислам динен кабул иткән!
О чём мечтает капитан