Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
21 Октябрӗн 2019, 13:55

Тилĕпе кушак

Сергей Юшков Юптару Мăр-мăр сăр Кушака Тилĕ ĕçе илет. Ĕçе илет те çакăн пек сĕнет: Сана шанса паратăп склад, Унта пыл-çу та сахăр, шоколад, Унта аш-пăш та хаклă мул, Анчах та эс тирпейлĕ пул.

Ыйтмасăр эс ан çи, ан ил —


Илмешкĕн пил кунта эс кил.


Пĕрле ĕçсе çиер,


Пĕл, никама та ан систер,


Аш-пăш, пыл-çу пĕтсен —


Мĕн пуршăн ху тӳлен.




Часах Кушак ĕçе те тытăнать,


Директор Тилĕ хушнă пек тăвать.


Ĕçет — çиет, парать — илет,


Тилĕ патне куллен çĕклет,


Склад юлать пушах.


Килет ревизи, тĕрĕслет —


Кушакăн халь явап тытма тивет.


Чее Тилли лăх-лăх кулать —


Вăл савăнса çеç пурăнать.
Читайте нас: