Çак самантра рай сачĕ тавра мĕнпур тавралăх çĕкленсе пынă. Пĕрисем чечек илемлĕхĕсене ытараймасăр чечек йывăççисене хуçнă, теприсем каснă, виççĕмĕшсем йывçсем çине утланса чуччу ярăннă. Хăйсем пĕр-пĕринпе усал сăмахсем каласа ятлаçнă, хирĕçнĕ. Таврара илемсĕрлĕхпе йĕркесĕрлĕх хуçаланнă. Канма выртнă Турă çак йĕркесĕрлĕхе чăтаймасăр тăнă та йĕрке тума тытăннă. Сата пынисене чĕнсе илнĕ те:
– Эй, ăссăрсем! Капла пĕтĕм сат илемне пĕтертĕр. Кун пек тăвиччен хăвăра килĕшекен йывăç-курăка суйласа илĕр те ӳлĕмрен çавăнпа усă курăр. Халĕ хăвăр мĕн килĕштернине ман пата килсе пĕлтерĕр, тенĕ.
Нумай та вăхăт иртмен, Турă патне пырса: хăшĕ улмуççи, хăшĕ çĕмĕрт, тепри вишни, хурлăхан, катăркас, шăлан йывççи пама ыйтнă.
Черечĕпе Шуйттан та Турă умне пырса тăнă:
– Эсĕ те кунта-и? – ыйтнă Турă.
– Эпĕ те, – ответленĕ Шуйттан.
– Килĕштертĕм, – тет Шуйттан.
Савăннипе Турăран уйрăлсанах Шуйттан хӳрине вылята-вылята сиккеленĕ: «Эпĕ пурне те улталарăм! Палан сутса пуятпăр!» Çăв çитнĕ. Мĕн пур тавралăх чечеке ларнă. Нумай та вăхăт иртмен çĕмĕрт çырли, вишни çимелле пулнă, палан çаплах симĕс пулнă. Панулмисем ӳссе çимелле пулнă, палан çук. Шуйттан:
– Пиç хăвăртрах, шуйттан çырли, – тесе вăрçма тытăннă.
Вĕрнĕçемĕн палан хĕрелсе карăнса пынă, анчах малтан мĕнле йӳçĕ пулнă, халĕ те çаплах йӳçĕ. Çынсем сатри çимĕçсене пухса кĕнĕ, Шуйттанăн паланĕ вырăнтах хĕрелсе ларнă.
– Ну, сан палан мĕнле? Тутлă-и, çиме пулать-и? – тесе ыйтнă çынсем Шуйттанран.
– Ку çырла мар, илĕр шуйттан çырлине, – сĕннĕ çынсене.
Кĕркунне, хĕл пулас умĕн Шуйттанран кула-кулах палана çынсем пуçтарнă. Хĕл кунĕсенче кукăльсем, хуплусем палантан туса çинĕ.
Этем мăшкăлне чăтаймасăр, Шуйттан çилленсе кайнă та, тепĕр çул палан малтанхи çулĕнчен виçĕ хут ытларах тума пулăшнă. Çынсем Шуйттан ĕçне чухламасăр савăннă. Нумай палана пиçме пĕтĕм хĕвел ăшши кайнă. Начарланнă хĕвел çĕре çителĕклĕ ăшă парайманнипе тырă начар пулнă. Çавăнпа вара палан нумай пулнă çул сивĕ пулать, тепĕр çул ыраш вăйлă пулать, теççĕ.