Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
14 Декабрӗн 2019, 16:06

Шутлатăп, шухăшлатăп...

Иван Займуков Кулăшла калав Халь эп утмăл икĕ çулта. Ку тарана çитсе сывлăх пирки шухăшламанччĕ, иккĕленменччĕ. Таçтан муртан-çке ман карчăк «Здоровье» журнал тупса пынă та:— Ме-ха, — тет, — çакна вула.

Кулкаласа карчăк çине пăхса илтĕм, вăл кăтартнă «Минус минуты и годы» статьяна вулама тытăнтăм.

Ак тамаша! Унта каланă тăрăх, çын кашни пирус е сигарет туртмассерен хăй ĕмĕрне пилĕк минут е унтан ытларах чакарать. Кĕскетет, эппин. Вăт япала-а!

Ĕнени-ĕненми тепĕр хут вуласа тухрăм та... тытăнтăм шутлама.

Каларăм-çке, эпĕ халь утмăл иккĕре тесе. Вуниккĕре табак туртма пуçланă. Апла пулсан шăпах аллă çул хушши ăша йӳçĕ тĕтĕм ярса тĕтĕретĕп.

Пастай-ха, пастай. Кунне эпĕ пĕр пачка туртса яратăп. Çулталăкра миçе кун-ха? Ă-хă, ă-хă, виççĕр утмăл пилĕк кун, тейĕпĕр, унтан мăшăр кунлă кунсем тата... Чим-ха, чим, калама çук кăсăк япала пулса тухать мар-и?

Шӳтшĕнех тесе хутпа кăранташ тытса лартăм. Ай, мекешлентĕм!..

Курăр-ха, курăр! Эпĕ, паян куна çитсе, 18262 пачка пирус туртса янă. Çирĕме хутласан 365240 пирус пулать вăл. Кашни пирусĕ хам пурнăçăн 5 минутне кĕскетнĕ пулсан... виççĕр утмăл пилĕк пин те икçĕр хĕрĕхе пиллĕке хутлатпăр та... 1826200 минут пулать е 30436 сехет, е 1268 кун, е 42 уйăх... Апла эпĕ пĕтĕмпе виçĕ çулталăк та уйăх таран хамăн пурнăçăма кĕскетнĕ. Ăт, тĕнче-е!

Ку пĕрре. Тепĕр енчен, укçа тĕлĕшĕпе шутласан... Калăпăр, кашни пачкишĕн, шăрпăкĕпе пĕрле, вунпилĕкшер пус тӳленĕ тейĕпĕр. 18262 пачкăна вунпиллĕке хутласан икĕ пин те çичçĕр вăтăр тăхăр тенкĕ те вăтăр пус пулать. 2739 тенкĕ!

Тата тепĕр япала шутласа пăхăпăр. Калăпăр, кашни уйăхра çĕршер тенкĕ ĕçлесе илес пулсан та, хам пурнăçа кĕскетнĕ виçĕ çул та ултă уйăхра тата тăватă пин те икçĕр тенкĕ ĕçлесе илнĕ пулăттăм. Тĕтĕмпе вĕçтерсе янă тата ĕçлесе илес укçана пĕрлештерсен... Э-хе-хе-хей! Çичĕ пине яхăн пулать мар-и?! Ара, капла эпĕ тахçанах «Жигули» туянса яма, сухала каçăртса пырса карчăка пин-пин çухрăм таран катаччи чуптарма пултарнă-çке! Туртаканни эпĕ кăна мар вĕт-ха. Эй, миçе «Жйгули» чупмалла ялта паянхи куна!

Шутласан-шутласан минресех кайрăм. Хăнăхнă йăлапа аллăм йăпăр-япăр чăмрĕ кĕсьене — пирус патне. Ха, пирус çук. Унта ухтартăм, кунта — çук та çуках. Тухрăм та чупрăм лавккана. Пирус патне. Ара, çавна мăкăрлантарса ярсанах пуç лайăхрах ĕçлеме тытăнать пек...

Читайте нас: