— И-и, чăн та, çур ĕмĕр те çитет пулĕ, — килĕшрĕ Çтаппан. — Епле улшăнса кайнă...
— Эсĕ те, — чăрр! пăхрĕ Ваçлей пĕлĕшĕн куçĕнчен. — Тăхта-ха, мĕн туса çӳретĕн эсĕ ку тăрăхра?
— Епле мĕн туса? Пурăнатăп кунта эпĕ. Авă, куратăн-и тăхăр хутлă çĕнĕ çурта? Ывăлăм патĕнче пурăнатăп.
— Пыр та калаç, — тĕлĕнчĕ Ваçлей. - Ялта та кӳршĕре пурăнаттăмăр, кунта та хамăр ватлăхра çума-çумăнах ĕмĕр ĕмĕрлеме тӳр килет... Эпĕ те тăхăр хутлă çуртра пурăнатăп авă, сирĕнпе юнашарах вăл... Хĕрĕм илсе килчĕ.
Çапла тĕл пулчĕç вĕсем. Тĕл пулчĕç те çитес шăмат кунтан пуçласа пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреме калаçса татăлчĕç.
— Канмалли кун сана хам патра кĕтетĕп, — ал тăсрĕ уйрăлнă май Ваçлей. — Астуса юл, вăтăрмĕш хваттерте пурăнатăп эпĕ.
— Мĕн астумалла марри кунта? Вăтăрмĕш тĕк — вăтăрмĕш. Çывăх цифра ку маншăн: пĕрремĕш хут эпĕ вăтăрта авланнă... — калаçрĕ Çтаппан.
Вăхăт иртрĕ, кĕçех шăмат кун та çитрĕ. Ваçлей чӳречерен куçне илмесĕр тусĕ килессе кĕтсе ларчĕ. Кăнтăрла иртрĕ. Кӳршĕ курăнмарĕ. Тĕттĕмленме пуçласан чăтаймарĕ, урама тухрĕ...