Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
2 Кӑрлач 2020, 21:48

Хăнана тухсан (вĕçĕ)

Валентин Константинов | Кулăшла калав (Вĕçĕ. Пуçламăшĕ январĕн 1-мĕшĕнче) Çтаппан вара çак вăхăтра милици уйрăмĕнче пуçне пĕксе ларчĕ. Кӳршĕ патне хăнана кайма пуçтарăннăскер, çакăнта килсе çакланнă. Ĕçĕ ытла айванла пулса тухнă... «Миçемĕш хваттерччĕ-ши Ваçлейĕн? — ыйтрĕ ирхине вăраннă-вăранман Çтаппан хăйĕнчен хăй. — Пĕрремĕш хут авланнă çулпа пĕр пулсан, вăтăр пулĕ, иккĕмĕш хут авланнипе тĕк — хĕрĕх... Ахăртнех, юлашки тĕрĕсрех».

Çтаппан çăвăнса тасалнă, апат çинĕ хыççăн васкамасăр тăхăр хутлă çурта уттарчĕ. Унта çитрĕ те хĕрĕхмĕш хваттер алăкĕ çинчи шăнкăрав кнопкине пусрĕ. Ăна хирĕç сарă кăтра çӳçлĕ чипер хĕрарăм тухса тăчĕ.

— О-о, Çинăчкă, салам! — ăшшăн ал пачĕ Çтаппан. — Палламалла та мар сана...

Хĕрарăм ăнланмасăр пăхрĕ, анчах унăн та тутийĕ ăшшăн кулчĕ.

— Кам унта, Зина! — кĕç илтĕнчĕ хулăн сасă пӳлĕмрен. Тепĕр самантран алăкра çак сасăн хуçи те курăнчĕ. Çтаппан çине танк кĕрлесе килнĕ евĕр тем пысăкăш арçын талпăнса пычĕ...

«Кăтартăп сана, Çинăчкă!» — терĕ те «хăнана килнĕ» Çтаппана тĕксе ячĕ. Çтаппан вара, çав тери хăраса ӳкнĕскер, аллине таçтан темле майпа лекнĕ çӳп-çап карçинккине арçын çине пĕррех вăркăнтарчĕ... Лешĕ хваттере вĕçсе кĕчĕ те çав тери чаплă пысăк куç кĕскине чăл-парах аркатса пăрахрĕ. Кĕçех вара ăна машина çине лартсах милици уйрăмне илсе килчĕç...

... Ваçлей подъезд умĕнче тăрса йăлăхрĕ те Çтаппан патне хăй кайса пăхма шутларĕ. «Подъездра пурăнакан пĕр-пĕр кинемей е старик пĕлетех ĕнтĕ вăл ăçта пурăннине», — шухăшларĕ хăй ăссăн.

Чăн та, пĕр подъезд умĕнче халап çапакансем туххăмрах хваттер номерне каларĕç. Акă, тупрĕ вăл кӳршине, пĕр йывăрлăхсăр-мĕнсĕр... Лифт çине ларчĕ, çӳлелле хăпарма тытăнчĕ. Анчах темиçе хутран иртсенех лифт шап туса чарăнчĕ те ларчĕ. Çӳлелле улăхмасть тек, аялалла та анмасть, алăкĕ те уçăлмасть. Ваçлей пусман кнопка хăвармарĕ, сасси тухми пуличчен кăшкăрчĕ, анчах пулăшу пымарĕ. Çакăнтах, çакăнса тăракан пӳлĕмрех çĕр каçма тиврĕ...

Тепĕр кунне, вырсарни кун, Ваçлейпе Çтаппан, пĕри милици уйрăмĕнчен, тепри лифтран çăлăнса тухнăскерсем, пĕр эрне каялла пĕрремĕш хут тĕл пулнă вырăнтах тĕл пулчĕç.

— Кĕтрĕм-кĕтрĕм сана ĕнер, ăшă тӳшек çине кĕрсе выртсан та сан çинчен шухăшларăм, — калаçрĕ Ваçлей.

— Эсĕ, мĕн... каçар ĕнтĕ, — пуплерĕ Çтаппан. — Пĕр генерал, тахçанхи пĕлĕшĕм, хăйĕн патне хăнана ирĕксĕр машинăпах лартса тухса кайрĕ те...

— Атя, пыр, çитес шăмат кун, кĕтетĕп...

— Тен, хваттерсене çӳресе чăрмантарас та мар... — сĕнчĕ Çтаппан. — Миçе çул ларса калаçман та вара пĕр-пĕринпе... Тен, пĕр-пĕр кафене кĕрсен лайăхрах пулмĕ-ши? Халĕ унта меллĕ, аван...

— Килĕшетĕп! — терĕ Ваçлей, тусĕ сисмелле мар хаш! сывласа...
Читайте нас: