Çутă çул
-4 °С
Юр
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
6 Кӑрлач 2020, 22:34
Мулкач çырăвĕ
Сунчăк пек тытса ларатьчăрăш ешĕл туратне.
Пĕр мулкач çыру çырать
хайĕн пиччĕшĕ патне.
"Аякра пурнан пиччем,
йышăнсам ман салама.
Хамăр тунката çинче
эп çырап çырăвăма.
Аттепе анне сывах,
кÿршĕсем те чиперех.
Килсе кур май пулсанах,
савăнтар пире пĕрре.
Эп сана валли унччен
тутлă кишĕр хатĕрлеп.
Сывă юл. Тĕл пуличчен.
Çак сăмахăмпа вĕçлеп".
Ю. СЕМЕНТЕР.
Читайте нас:
Новости партнеров
1 ғинуарҙа саҡ үлемдән ҡалған
На уровне молекул
“Ана капиталы” акчасы калган иде