Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
9 Кӑрлач 2020, 23:30

Эпĕ ку, сан мăшăру...

Хĕвел анма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Тĕттĕмленсе пырать. Таçтан теме сиссе улакурак кранклатса вĕçсе иртрĕ.Шурă çуртăн уçă чӳречисенчен такамсем çурма сасăпа калаçни илтĕнет.Реанимаци пӳлĕмĕ иккен. Çамрăк хĕрарăм тавра хирургпа ассистентсем хĕвĕшеççĕ.

— Хĕрарăм ытла нумай юн çухатнă.
— Константин Васильевич, эсир ун пуç купташкине пăхăр-ха, суранланса пĕтнĕ, — хушса хучĕ ассистент.
— Ман шутпа, эпир ăна нимпете пулăшма пултараймастпăр. Пулăшсан та вăл пурнăçне тăршшĕпе вырăн çинче ирттерĕ. Çурăм мимине вăйлă лекнĕ.
— Ах, ытла çамрăк-çке-ха, Турри çапла çырнă-ши? Машин айне мĕнле лекнĕ-ши, мăнтарăн...
Марина пĕрре шурă халат тăхăннă çынсем çине, тепре операци сĕтелĕ çинче выртакан хĕрарăм çине пăхрĕ. Сĕтел çинче выртакан çын çине пăхма хăрушă: вăл юнланса пĕтнĕ, питне вара лутăркаса пĕтернĕ тейĕн.
Хĕрарăм çӳçенсе илчĕ. Хăрушă фильмсем нихăçан та пăхма юратманскер, вăл телевизора урăх канал çине куçарас тесе куçĕпе пульт шырарĕ — ăнсăртран хăй сывлăшра вĕçнине туйса илчĕ. «Турăçăм, мĕн ку?!» — кăшкăрса ячĕ Марина, анчах ăна никам та илтмерĕ.
Вăл операци сĕтелĕ çинче выртакан çамрăк хĕрарăм çине пăхрĕ. Çук! Пулма пултараймасть! Марина хăйне палласа илчĕ. Турăçăм! Аслă Турă! Тархасшăн, мана халех илсе ан кай. Эпĕ çамрăк-çке-ха, ман пурăнмалла та пурăнмалла. Тархасшăн, Турăçăм, пулăш!
Кĕтмен çĕртен тĕттĕмленчĕ. Нимĕн те курăнмасть. Тепĕртакран пăнчă евĕр çутă палăра пуçларĕ, вăл пысăкланнăçемĕн пысăкланчĕ. Çутă хăйĕн патне илĕртрĕ, чĕнчĕ. Унран темле ăшă çапса тăчĕ. Мĕн тумалла? Çутта хирĕç утмалла е каялла çаврăнмалла? Каялла, каялла... Хĕрарăм умне тискер ӳкерчĕк сиксе тухрĕ: Дима, ун мăшăрĕ, ăна хăйĕн çăмăл машинипе çапса кайрĕ. Юри, курса тăнă çĕртех. Мĕншĕн? Мĕншĕн? Юлашки вăхăтра вĕсем час-часах ятлаçрĕç. Темĕн çитмесчĕ Димăна, Маринăна кӳрентермелли сăмахсем ялан тупатчĕ.
(Малалли пулать).
Читайте нас: