Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
10 Кӑрлач 2020, 14:15

Эпĕ ку, сан мăшăру... (2-мĕш пайĕ)

(Малалли. Пуçламăшĕ январĕн 9-мĕшĕнче)Акă пĕрре Марина Дима юратнă пулă котлетне пĕçернĕччĕ. Упăшки ĕçрен килессе чăтăмсăррăн кĕтсе ларчĕ. Лешĕ хăйне нумай кĕттермерĕ, часах алăк чĕриклетсе уçăлнă сас илтĕнчĕ.

— Хырăм выçрĕ, мĕн пĕçертĕн?
— О-о... Тинех килтĕн. Кĕтсе те ывăнтăм ĕнтĕ сана. Эс юратнă апату — пулă котлечĕ кĕтет сана. Атя, çăвăн та сĕтел хушшине лар.
Арçын çăвăнса пĕтернĕ хыççăн апатланмалли пӳлĕме кĕрсе сĕтел хушшине ларчĕ.
— Тьфу! Мĕн ку?! Мĕн наркăмăшĕ çитеретĕн эс? Вĕлересшĕн-им? — чăркăшрĕ Дима, апата йытă чашăкне силлерĕ.
— Эпĕ çирĕм, тутлахчĕ-çке... Турă хĕрарăм пĕçернĕ апат ăшне туйине чикнĕ, арçын пĕçернĕ апат ăшне аллине чикнĕ, тет. Çавăнпа арçын пĕçернĕ апат тутлă, тет. Тен, хăв пĕçерсе çитерĕн?
Кун пек калани Димăна тарăхтарсах ячĕ:
— Вĕрентсе тăр тата! Апат пĕçересси арçын ĕçĕ мар вăл! Тух луччĕ кунтан, тарăхтарса ан лар мана кунта...
Марина чăтатчĕ: çемье тĕрекне мĕнле те пулин сыхлама тăрăшатчĕ.
Дима вара... арăмне пĕр шеллемесĕр «вĕлерчĕ». Мĕншĕн?.. Маринăн çакна пĕлмеллех.
Хĕрарăм каялла утас турĕ, тепĕр утас... Ăнсăртран ăна темле вăй туннельтен тĕксе кăларса ячĕ.
Каллех тĕттĕм. Куçа йĕппе чиксен те нимĕн те курăнмасть. Ы-ыш!..
Сивĕ. Сывлăш та темле — сăмсана пӳлет. Хĕрарăм аллисемпе хыпашларĕ: «Ăçта эпĕ?» Марина пĕтĕм вăйне пухса тăрса ларчĕ. Куçĕ майĕпен тĕттĕме хăнăхрĕ. Чун çӳçенсе илчĕ. Хĕрарăм хăй ăçтине тинех ăнкарчĕ: «моргра иккен. Ăна шурă простыньпе витнĕ. «Мана вилнĕ тенĕ иккен! Анчах та эпĕ çак тĕнчене каялла килтĕм. Турă мана чĕртсе тăратрĕ, тепĕр пурнăç парнелерĕ. Ку Аслă Турă асамĕсенчен пĕри».
(Малалли пулать).
Читайте нас: