Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
11 Кӑрлач 2020, 17:35

Эпĕ ку, сан мăшăру... (3 пай)

(Малалли. Пуçламашĕ январĕн 9, 10-мĕшĕсенче)Марина хăйĕн çине витнĕ простыньпе пĕркенчĕ те йăпшăнса урама тухрĕ. Сĕм çĕрле. Тулли уйăх çутипе шурă пĕркенчĕклĕ хĕрарăм темле хăрушшăн курăнчĕ. Марина васкаса утрĕ, çул çинче тĕл пулнă ик-виç çын ăна инçетренех курса айккинелле пăрăнчĕç, сăх сăхса та илчĕç. Çакă хĕрарăма кулăшла пек те туйăнчĕ.

Çамрăк хĕрарăм хăй пурăнакан çурт тĕлне çитрĕ. Чим-ха, ун уçă та çук-çке! Марина тăхтаса тăчĕ: ăçталла çул тытас капла? Юнашар урамра ун аппăшĕ пурăнать, çавăнталла утрĕ.
Аппăшĕ, Вера, алăкне уçсанах шак хытса тăчĕ. Вăл тӳрех ним сăмах та чĕнеймерĕ. Алăк умĕнче шурă простынь пĕркеннĕ, пичĕ-куçĕ юнланса пĕтнĕ йăмăкĕ тăра парать.
— Вера, нумайччен çавăн пек тăратпăр-и? Тен, эсĕ мана кĕртĕн?
— Марина, эсех-и ку? Паян сана машин çапса кайнă тесе шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Эсĕ... эсĕ... çук, пулма пултараймасть. Мана куçа курăнать пулинех. Ара, çын чунĕ хĕрĕх кун хушши ку тĕнчере çӳрет теççĕ те. — Вера сăх сăхса илчĕ.
— Аппаçăм, ан лапăртат-ха, эпĕ ку, сан юратнă йăмăку, сывах.
Аппăшĕ йăмăкĕ çине тĕлĕнерех, сăнаса пăхрĕ.
— Пĕлетĕн-и, Вера, паян тĕлĕнмелле кун...
Йăмăкĕ хăйĕнпе пулса иртнĕ ĕç-пуçа каласа кăтартма пуçларĕ. Аппăшĕ тĕлĕннипе пĕр сăмах та хушаймарĕ. «Пулма пултараймасть... Ах, Турă!» - пăшăлтат-ма çеç пултарчĕ вăл.
(Малалли пулать).
Читайте нас: