Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
12 Кӑрлач 2020, 14:30

Эпĕ ку, сан мăшăру... (4 пай)

(Малалли. Пуçламăшĕ январĕн 9, 10 тата 11-мĕшĕсенче).Ăшă вырăн çинче иккĕн киленсе выртаççĕ. Арçын хĕрĕн вăрăм çӳçĕпе вылять, хĕр хĕвел пек ăшшăн кулать.— Акă тинех, хĕвелĕм, иксĕмĕр юлтăмăр. Тек пире никам та кансĕрлемĕ, юратăвăм. Иксĕмĕр çак çутă тĕнчепе киленсе пурăнăпăр... — ăшшăн ыталарĕ Дима сарă çӳçлĕ пикене.

— Çапла, савниçĕм... Эпир нихăçан та пĕр-пĕринчен уйрăлмăпăр, — чăп! чуптурĕ хĕр арçынна. — Халĕ вăрттăн тĕл пулма та пăрахатпăр ĕнтĕ... Ă-ă-ă... Хăçан эпĕ сан пата куçăп?
— Кĕт пăртак. Ыран е тепĕр кун Маринăна пытарăпăр. Вара ик-виç кунтан куçма та пултаратăн, чĕкеçĕм.
Тепĕртакран еркĕнсем тутлă ыйха путрĕç. Çăлтăрсем намăса пĕлмен мăшăртан тĕлĕнсе пăхрĕç, тĕнче усалланса пыни пирки сăмах тапратрĕç. Çутă уйăх вĕсене лăплантарма тăрăшрĕ.
(Малалли пулать).
Читайте нас: