Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
13 Кӑрлач 2020, 21:50

Эпĕ ку, сан мăшăру... (вĕçĕ)

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ январĕн 9,10,11, 12-мĕшĕсенче).Çулталăк иртрĕ. Питĕ йывăр пулчĕ Маринăна. Дима мĕншĕн Турă каçарайми усал ĕç тунине те пĕлчĕ. Ăна вăл малтанах сисмен мар. Çемьене аркатас темен çеç, чĕнмен, чăтнă. Ку йăпăртлăх çыхлану çеç пулĕ тесе, çук иккен. Мĕншĕн арçынсем çумри хĕрарăма юратма, хисеплеме пĕлмеççĕ-ши? «Акă сан телейӳ, çумрах!» — тесе те кăшкăрас килет тепĕр чух, çук, вĕсем хăлхасăр, илтмеççĕ. Темле вăй вĕсене ялан айккинелле туртать...

Марина Дима патне кашни эрнере тенĕ пекех шăнкăравларĕ. «Кам ку?» тесе ыйтсан «Эпĕ ку, сан мăшăру» тесе хуравларĕ вăл. Лешĕ сăмах чĕнейми пулатчĕ. Çулталăк хушшинче арçын нумай ватăлчĕ. Çĕнĕ арăм усалтан хăрушă пулчĕ, килтен кăларса ярассипе те хăратрĕ. Акă тата Марина чунĕ шăнкăравлать, ăна канăç памасть. Тĕлĕкре те Дима Маринăпах аташрĕ.
Паян Марина ирех тăрса ларчĕ. Чуна çӳçентерекен темле туйăм çан-çурăма хĕснĕçемĕн хĕсет. Пуç çине часах темĕн йăтăнса анас пек туйăнать. Чĕре усала сиснĕн хыттăн тапать, ăш вăркать. Упăшкине курас, ун куçĕнчен пăхас шухăш хĕрарăмăн пуçĕнчен каймарĕ. Хĕрарăмăн юратнă мăшăрĕ ун пурнăçне «татма» хал çитернĕ, ют хĕрарăм пылакне тутанса ун вăйĕнчен иртеймен, мĕскĕн!
Çиччĕ çитсе пырать. Маринăн упăшки ĕçе кайма çак сехетре тухаканччĕ. Хĕрарăм тумланчĕ те хăй малтан пурăннă тĕле уттарчĕ. Акă палланă çурт. Часах подъезд алăкĕ уçăлчĕ. Вăл!.. Халĕ Дима яланхи пек шукăль тумланман. Пиншакĕ те кивелнĕ, шалпарланнă. Вăл хăйĕн çине такам тинкернине туйрĕ пулмалла. Арçын шурă хурăн тĕлĕнче тăракан хĕрарăм енне пăхрĕ. Упăшкипе арăмĕн куçĕсем тĕл пулчĕç. Дима шарт! сикрĕ. Çук! Вăл вилнĕ-çке-ха. Вера, ун аппăшĕ, ăна пытарнă терĕ. Арçын тухса каясла тапакан чĕрине ярса илчĕ, вăй пĕтсе çитрĕ.
— Марина, каçарсам мана, ухмаха, каçарсам!.. Мĕншĕн чĕнместĕн? Кала-ха ĕнтĕ мĕн те пулин Пĕлетĕп, эпĕ айăплă сан умра... — арçын чĕркуçленсе ларчĕ. — Эсĕ мана... — сасартăк Димăн чĕри тапма чарăнчĕ, вăл тĕшĕрĕлсе анчĕ.
Арăмĕ упăшки çине чылайччен пăхса тăчĕ те: «Турă каçарĕ», — терĕ. Хĕрарăм вăрт çаврăнчĕ те малалла çирĕппĕн утса кайрĕ. Унăн шĕвĕр кĕлеллĕ пушмакĕн сасси тахçанччен янăраса тăчĕ.
Читайте нас: