Малтанах упăшка хыттăн кăшкăрсанах "уйрăлатăп!" - тесе хăрататтăм. Эпĕ япаласене пуçтарма тытăнсанах йăпăлтатма, ӳкĕтлеме пуçлатчĕ. "Анна, эпĕ сансăр пĕр кун та пурăнмастăп çак килте! Ниçта та ямастăп", - тетчĕ. Япаласене пытара-пытара хуратчĕ. Пĕррехинче хĕлле тăхăнмалли атта аслăк тăррине таçта чикнĕ те, кайран ниепле те тупаймарĕ. Çуркунне тин, утă пĕтсен, тупăнчĕ. Манăн атă ăшĕнче кушак кайăксем йăва çавăрнă, çурисем чĕриклетеççĕ анчах! Йĕрĕннипе тислĕк купи çине тухса петĕм. Тăхăнма май çук. Мĕн чухлĕ вăрçрăмăр-ши кун пирки. Тепрехинче манăн урари çĕнĕ танкеткăна хывçа илчĕ те /эпĕ тухса каясран хăранипе ĕнтĕ/ анкартине, çĕр улми ани хушшинелле вăркăнтарчĕ. Хăраххине тупрăмăр, тепри ниçта та çук. Кӳршĕ йытти çĕклесе кайса çырмана пăрахнă пулмалла. Ура çинче питĕ илемлĕ курăнатчĕ - çук, тăхăнса савăнаймарăм. Мур йытти пĕтерчĕ. Мĕн тĕрлĕ мыскара пулмасть пирĕн. Çӳçе сапаласа яратăп та, юмахри вутăш пек, хачăпа касма хатĕрленетĕп. Эй, чупса пырать те... Эпĕ вырăн çинче, çăмăлскер, пакша пек сиккелетĕп. "Касап!" - тетĕп. "Турă пул, хĕрхен хăвна, ан кас!" - тесе йăлăнатчĕ. Каярахпа хăнк та туми пулчĕ ман этем. Эпĕ хачă тытатăп, касма тăратăп, вăл пур - чӳрече уçнă та лăпкăн çеç пирус мăкăрлантарса тă-ă-ăрать! Касма та шеллетĕп, ăна та тарăхтарас килет. "Касатăп ак!" - тетĕп. "Касмастăн", - тет. Манăн ăна пăхăнтармалла вĕт-ха! "Кур, касатăп!" - тетĕп. "Маншăн пулсан хуть те шакла касса яр!" - тесе хучĕ. Эп ку сăмахсене илтсен урсах кайрăм. Хама сиен тунине пăхмасăрах çӳçе йăлт касса вакларăм. Чăлăш-чалăш çӳçпе тăрса юлтăм. Анкă-минкĕ! Кайран-малтан тек çӳçĕм ӳсмерĕ, ыраш кĕлти пек çӳç вырăнне качака хӳри çеç тăрса юлчĕ.