Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
20 Кӑрлач 2020, 14:35

Ура вĕçĕнчи юрату (вĕçĕ)

Лидия СаринеКалав(Малалли. Пуçламăшĕ январĕн 19-мĕшĕнче)Каярахпа упăшкана апат çимесĕр хăратма пуçларăм. Эпĕ, хытканскер, апат кăшт çимесенех начарланса, типсе ларатăп. Вăл пур, кунран-кун самăрланса пырать. Шыв ĕçнипех мăнтăрланать пулмалла. Эрехне те лайăх кӳпет. Ăна хăратас тесе эпĕ эрнипе выçă тытма та хатĕр. Тирĕмпе шăммăм çеç тăрса юлать манран. Санпа, хăмла шуччипе, мĕнле пурăнмалла, тытмалăх та çук, ыталамалăх та çук!" - тесе ахăрать. "Юрать, эпĕ качча илтĕм, кама кирлĕ эсĕ? Эпĕ пурнăç турăм, эсĕ манăн ĕнсе çинче пурăнатăн!" - тет. Эпĕ парăнма мар, пушшех хытă тарăхса каятăп, ăна хирĕç качака пек сикетĕп.

Хĕрарăма чĕниччен - чĕнменни. "Эп пулмасан эсĕ тахçанах кĕлмĕçе тухаттăн, мăнтăрланса ларнă!" - кăкăр çапса кăшкăратăп ăна хирĕç. Хăйне, мăнтăр пулсан та, темшĕн юрататăп-ха. Тарăхнă чухне çавах тем те калас килет. "Юрать, эпĕ пăхатăп сана, эсĕ никама та кирлĕ мар!" - ку сăмахсемпе тĕлĕнтерейместĕп, паллах, никама та. Кĕçех пирĕн килте кастрюльсем "вĕçме" пуçлаççĕ. Ку та пирĕнтен тухнă япала мар, нумай çемьере пулкалать. Арçын мыскари ĕмĕртен пырать. Хĕрарăм мĕнле чăтать-ши тулĕк? Ăна пĕлместĕп вара. Ну, кайран, "аслати кĕмсĕртетни" иртсен эпĕ кутăнланса, апат çимесĕр пурăнма тытăнсан пирĕн килте чăн-чăн "драма" пуçланать. Питĕ хăрать эпĕ "выçă тытассинчен". Ахаль те хытканскер, пушшех те хытса ларăп. Пит чирлĕ сысна çурин хырăмĕ евĕр путса кĕрет, витĕр йĕп чиксен йĕп тухать. Урасем патак пек çеç юлаççĕ. Пĕр куçсем анчах ĕнтĕ. Вĕсем те пулин сӳннĕ, упăшкана çилленсе сиввĕн пăхнă чухне анчах ялкăшаççĕ. Вăл пур, мана куçран пăхать. /Куçĕсем манăн юрăри утмăл турат пек кăн-кăвак!/ Ухмах та мар эпĕ выçă пурăнма. Упăшка выльăхсене апат пама тухать те кил хушшине, эпĕ чĕрĕ çăмарта, турăх, хăйма ĕçетĕп. Вăл кĕнĕ çĕре ним пулман пек, вăйран кайнăн, пĕр çĕрелле пăхса ла-аратăп. Кунĕпе çĕрти çӳпе те илсе пăрахмастăп. "Юрать каç пулать!" - тетчĕ аннем. Чăнах та, каç пулни кăна çăлать пулĕ çынсене. Çĕрле çывăрса лăпланатăп. Унта, тĕттĕмре, нимĕн те курăнмасть, çав паха. Тата килте арăм пур чухне арçын пĕччен çывăрма юратмасть. Хĕрарăм мĕн, хĕрарăм юнтарать. Хăйне мĕнле тытмаллине вăл пит аван пĕлет.
Вăл - кравать çинче, эпĕ - диван çинче. Хайхи çĕрле ман çумма йăпшăнса кĕрсе выртать. Эпĕ чалт! сиксе тăратăп, пушă кравать çине кайса выртатăп. Мĕн тетĕр эсир, каллех ман çумра эсрел. "Эсрел", - тесе ахаль анчах калатăп ĕнтĕ, хамăн арçынккана никампа та улăштарассăм çук паллах. Эпĕ ăна хырăмĕнчен чавсапа шанч! тутаратăп. Пур пĕр мана çапманнине пĕлетĕп те. Тачка, усăк хырăмĕ нач! тăвать. Мана апла çапас пулсан... Çапла пĕр-пĕринчен таркаласах çур çĕр иртçе каять. Ирхине иксĕмĕр те урайĕнче вăранса каятпăр. Ура вĕçле выртатпăр. Вăл ман урасене ыталанă, эпĕ унăн урисене хамăн ăшă кăкăр çумне çупăрлатăп. Эй, курсан тĕлĕнсе каймалла! Мĕнле кăна ырă сăмах илтместĕп-ши эпĕ! Кун пек чухне манран телейли, манран чапли никам та çук. Эпĕ хама чăн-чăн хĕрарăм пек туятăп!
Ахаль чухне, вăрçман чухне, йăлăхтарса çитерет. Кичем пĕр евĕрлĕ пурнăç, интереслĕ те мар. Арçынсем вара вăрçма, харкашма тытăнаççĕ. Эпир çавах парăнмастпăр. Мĕншĕн тесен эпир хĕрарăмсем, пире юратнă та, юратаççĕ те...
Читайте нас: