Мĕн тума çапла каларĕ-ха вăл? Вунă çул пĕрле пурăннă хыççăн Катьăна пăрахса урăххине тупрĕ. Юрать, кай, тепринпе телейлĕ пул. Катя çĕнĕрен пурăнма, юратма вăй тупатех. Анчах халĕ, çак сăмахсем хыççăн, ăçтан хăват илмелле? Чи хăрушă сăмахсем пуль вĕсем. Унччен мĕнпе пурăннине, мĕне ĕненнине йăлтах таптарĕ.
Эпĕ сана нихăçан та юратман! Пулни-иртнине мĕнле хакламалла-ха вара? Катя аппендицитпа больницăна лексен унăн çуралнă кунĕнче Валера чÿрече умĕне юрланине аса илчĕ. Палатăрисем вĕсен юратăвне епле ăмсанчĕç. Юрату пулман иккен ку. Е тата çĕнĕ пушмак хĕр урине шăйăрттарнăран Валера ăна хула тăрăх алă çинче йăтса утни юрату-им? Катя патне ĕçе курткă йăтса чупни вара?.. Ку та юратмасăрах-и? Ирпе вăл кĕпепе кайнăччĕ, çанталăк тăрук сивĕтсе ячĕ те.